18 декабря 2013 г.
Эрне кун районти культурăпа кану центрĕнче иртнĕ «Виç Çавал çаврисем» конкурс-фестиваль Вăрнар районĕ пултаруллă çынсемпе чăннипех те пуяннине тепĕр хут çирĕплетрĕ
Кунашкал конкурс темиçе çул каялла аслăрах ÿсĕмри çынсем хушшинче Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне халалласа иртнĕччĕ. Хальхинче вара сценăна тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем – сăвă-юрă-кĕвĕ çыракансем – йышăнчĕç. Вĕсем – тĕрлĕ професси çыннисем: студентсем, ял хуçалăхĕнче, вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче, культурăра тимлекенсем, пенсионерсем. Анчах вĕсене пурне те ытарлăх, илемлĕх тĕнчи, сăмах вăйĕ, çемĕ çепĕçлĕхĕ пĕрлештерчĕ.
Муза чи талантлисем патне «хăнана» килет, ун чухне йĕркесем хăйсемех шăрçаланма тытăнаççĕ. Конкурсантсем ахальтен мар ĕнтĕ сцена çинчен вулакан сăввисем камăн касура, камăн утă çулнă чухне, камăн шăппăнлăхра çырăннине палăртрĕç. Камăн ачаранах çуралаççĕ вĕсем, кам вара тинтерех кăна çырма тытăннă.
Хăш авторсен вĕсем рифмăна та тĕрĕс выртнă, содержанийĕ те тыткăнлать. Сăмахран, Вăрнарта пурăнакан Раиса Николаевна Малышеван. Вăл вуланăçемĕн сисмесĕрех ун «пурнăçĕпе пурăнма», унпа пĕрле хурланма е савăнма тытăнатăн.
Пур авторăн та çапла пулнă пулсан-и; Шел те, хăш конкурсантсен сăввисем карта ларса çитмен, е рифмăна ларман, е сыпăксем çитмеççĕ.
Чылайăшне пирĕн вулакансем те аван пĕлеççĕ: Санарпуçĕнче пурăнакан выльăх тухтăрĕн Борис Леонтьевăн, Кÿстÿмĕрти Мăккăль Нинин (Нина Максимован), Ярмушкари ял поселени ĕçченĕн Лиана Григорьеван, Анастасия Кроткова пуçлакан çамрăк поэтăн, Вăрнарти Валентин Семеновăн, Хăмăшри Анастасия Кузьминан (Ложкинан) сăввисем литература страницисенче пĕрре мар пичетленнĕ.
Хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсен юррисене те районта пурăнакансем уяв концерчĕсенче илткеленĕ. Чăрăш Ишекри Олег Семенов çырнисем чăваш радио хумĕсем çинче те час-часах янăраççĕ. Хăй вăл ялти культура çуртĕнче ĕçлет, Калининăри шкул-интернатра ачасене юрă тĕнчипе çывăхлатать.
Юнашар ял каччи Шĕнер Ишекри Александр Кузьминăн та юрăсене кĕвве хывасси – тахçанхи чун уççи. Шкулти музыка учителĕн таланчĕ те аякка вĕçнĕ. «Калинушка» ушкăн, Диана Сергеева пĕчĕк артистка ун юррисене çав тери тасан, чуна тыткăнламалла шăрантарчĕç.
Кайри Тукайри Татьяна Степанова пĕлтĕр республикăри «Кĕмĕл сасă» конкурсра куракансен кăмăлне тивĕçнĕччĕ. Районти сцена çине вăл хăй çырнă, кĕвĕленĕ икĕ юррипе тухрĕ. Сăмах май, пултаруллă хĕр кăçал районти «Чăваш пики» конкурсра та çĕнтернĕччĕ.
Упнер ял поселенийĕн специалисчĕ Нина Тикинева та темиçе çул каялла чăвашсен «Çăлтăрсен фабрики» конкурсне хастар хутшăннăччĕ. Хальхинче вăл та жюри умне икĕ юррине кăларчĕ.
Калининăри Виктор Волков, Альбина Максимова хăйсем çырнă юррисемпе тыткăнларĕç.
Сăвăç, юрăç, композиторсем конкурса пĕтĕмпе 20-ĕн хутшăнчĕç. Участник дипломне Татьяна Ермолаева, Валентин Семенов, Нина Максимова, Борис Леонтьев, Юлия Васильева, Людмила Николаева, Анастасия Кузьмина, Эльвира Петрова, Людмила Федорова («Поэзи»), Римма Майорова, Нина Тикинева («Автор юррисем») тивĕçрĕç.
Чи пултаруллисем çаксем: сăвăçсенчен – Раиса Малышева. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Лиана Григорьевапа Анастасия Кроткова; композиторсенчен – Олег Семенов, Александр Кузьмин тата Василий Семенов; авторла юрăсене юрлакансенчен – Татьяна Степанова, Альбина Максимова тата Виктор Волков.
С.ЧИКМЯКОВА.