Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял-йыш асĕнче упрасчĕ

16 декабря 2013 г.

Чăвашсен паллă çыравçи Иван Ивник (Николаев Иван Николаевич) çуралнăранпа çитес çулхи нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче 100 çул çитет. Çут тĕнчерен вăл 72 çул каялла уйрăлнă.

Чун-чĕрене ăшă туйăм варкăшĕпе çупăрласа тăнă сăвăçăн юбилейне Çавалкас тăрăхĕнчи ентешĕсем мĕнле кĕтсе илеççĕ; Поэт-лирикăн пултарулăхне, хисеплĕ ятне ял-йыш асĕнче яланлăхах упраса хăварас тĕлĕшпе кунти ертÿçĕсемпе поэтăн хайлавĕсене кăмăллакансен юбилей умĕнхи шухăш-кăмăлĕ еплерех;

Петр Иванович КРАСНОВ – Çавалкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

– Эпĕ çапла сĕннĕ пулăттăм: Иван Ивник çуралса ÿснĕ урама ун ятне памалла. Паллă сăвăç кун çути курнă кил-çурт Илепер юхан шывĕ урлă хывнă пысăк кĕперĕн сылтăм енче ларнă. Халĕ ку вырăнта çурт-йĕр çук. Кĕперĕн хĕвеланăç енче обществăлла организацисем вырнаçнă. Культура, сывлăх, суту-илÿ, çыхăну учрежденийĕсем, Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх кантурĕ, ветеринари участокĕ, техника паркĕ, выльăх-чĕрлĕх фермисем – пурне те асăнса пĕтереймĕн. Çавалкасра вăл тĕп урам шутланать. Шупашкарта, пир-авăр комбиначĕ пулнă вырăнта, ун ячĕпе урам хисепленсе тăнă пулсан, поэт çуралнă ялта мĕншĕн урам уçас мар;

Василий Иванович МАЛОВ – Туçи Мăратри тулли мар вăтам шкул директорĕ:

– Юратнă поэтăн ытарайми лирики пире хавхалантарать, вăй-хал парать, малалла пурăнма, çутçанталăка, этемлĕхе юратма çунатлантарать. Шкул çурчĕ çине поэта хисеплесе Асăну хăми вырнаçтарасчĕ.

Воля Афанасьевич ИВАНОВ – Иван Ивник премийĕн лауреачĕ, паллă тавра пĕлÿçĕ, тĕпчевçĕ, çыравçă:

– Иван Ивник – нумай кĕнеке авторĕ. Çут тĕнчере 28 çул кăна пурăннă пулин те, чылай хайлав çырса хăварма ĕлкĕрнĕ. Акă, хăш-пĕрине аса илер-ха: «Павлик Морозов», «Çуркунне», «Çĕнĕ сăвăсем», «Телейлĕ çул», «Ăшă çил», «Лирика», «Пирĕн телей», «Сăвă кĕнеки»...

Хайлавсен пуххисем вуннăран та иртеççĕ. Шел пулин те, ялсенчи библиотекăсенче паллă поэтăн лирикăллă хайлавĕсене тупса вулама çук. Унăн сăввисем тăрăх композиторсем 100 яхăн юрă хывнă. Вĕсене те тупма хĕн. Ман шутпа, унăн юбилейĕ тĕлне чи пĕлтерĕшлĕ хайлавĕсене пухса кĕнеке пичетлесе кăлармалла. Вăрнар тăрăхĕнче çыравçăсем нумай. Поэт юбилейĕ ячĕпе çĕнĕ лауреатсем хушăнĕç.

Людмила Васильевна МИРОНОВА – Туçи Мăратри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ:

– Пирĕн шкулта вĕренекенсем кашни çулах чăваш чĕлхипе литературине лайăх пĕлекенсене тупса палăртас енĕпе ирттерекен районти олимпиадăсене йышлăн хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнма тăрăшаççĕ. Черетлĕ олимпиадăна Иван Ивник сăвăçăн пултарулăхне халалласчĕ. Ан тив, вĕренекенсем Иван Ивник пултарулăхĕпе анлăраххăн паллашчăр.

В.МОСКВИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика