11 декабря 2013 г.
Уйăх пуçланнăранпа районта виçĕ хутчен пушар алхаснă. Инкексенчен пĕринче, Çарăклăра пулнинче, 63-ри арçын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Пушар тунти кун çурçĕр тĕлĕнче тухнă. Тавраллах сарăлнă вут-çулăм йывăç çурта шеллемен: тĕпĕ-йĕрĕпе çунтарса кĕллентернĕ. Çулăма сÿнтернĕ хыççăн инкек вырăнне тĕрĕсленĕ чух арçыннăн виллине тупнă.
Синкерлĕ пушар сăлтавĕ уçăмлă мар-ха – ку тĕлĕшпе ятарлă службăсем ĕçлеççĕ.
Шăмат кун 10 сехет тĕлĕнче Вăрнарти Ленин урамĕнчи хваттерте çулăм тивсе илнĕ. Малтанхи тĕрĕслевсем хыççăн çакă паллă: инкек электроприборпа хăрушсăрлăх правилисене пăсса усă курнăран тухма пултарнă. Пушара хăвăртах сÿнтернĕ, çулăм пÿлĕмри япаласене сиенленĕ.
Иртнĕ юн кун каçхине Кивçурт Мăратра мунча çуннă. Каярахпа пушар хуралĕн ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, кăмакан тĕтĕм çулĕсемпе мачча хушшине нимпе те уйăрман. Çулăм мунча маччине тата ăшне çунтарса юрăхсăра кăларнă. Хуралтăна пушар сÿнтерекенсен вăйĕпе тата ял çыннисен пулăшăвĕпе çăлса хăварма май килнĕ.
И.ПЕТРОВА.