11 декабря 2013 г.
Иртнĕ эрнере полици сотрудникĕсем Катăш ялĕнче тĕрĕслевпе пулнă, пĕр хуçалăхра сунар пăшалĕ мĕнле упраннине тишкернĕ. Анчах тĕрĕслевпех ĕç вĕçленмен, хуçалăхра полицейскисем пĕчĕк калибрлă винтовка валли 68 патрон тата харпăр хăй тунă пистолет тупнă. Ку çар хатĕрĕсене пурне те халĕ специалистсем тишкереççĕ.
Иртнĕ уйăх вĕçĕнче Вăрнарта машинăран колонкăсем тата ытти япаласем вăрланă тĕслĕх пулнă. Хальлĕхе палăртман çын пахчара вырнаçнă гаража ирĕклĕнех кĕнĕ, кунта ларнă ВАЗ–2112 автомобиль салонĕнче тустарнă.
Тĕмпек ялĕнче вара 83-ри ватă çыннăн кил-çуртне такам вăрттăн кĕрсе тухнă. Преступление сентябрь – ноябрь уйăхĕсенче тума пултарнă. Çак вăхăтра кил хуçи ялта пулманнипе, хĕрĕсем патĕнче пурăннипе, усă курнă вăрă. Алăк çăрисене çĕмĕрсе кĕрсе вăл телевизор, электроплита, чукун çатмасем тата хурансем йăкăртнă.
Ноябрĕн 26-мĕшĕнче çурçĕр иртсен Услапа çывăхĕнче çул çинче инкек тухнă. Шупашкар – Сурское çулпа мотоблокпа пынă 24-ри çамрăк хирĕç çул çине тухнă, Калинино еннелле килнĕ Део-Нексия машинăпа çапăннă. Мотоблок çинчи икĕ пассажир суранланнă: вĕсене районти тĕп больницăра пулăшу панă.
Маларах та Шупашкар – Сурское автоçул çинчех тепĕр инкек çырăннă. Ун чухне Аçăмçырми ялĕ çывăхĕнче. Улатăрти пĕр учреждени машинипе пынă водитель 50-ри арçынна таптанă. Йывăр аманнă арçын инкек вырăнĕнчех вилнĕ.
И.СЕРГЕЕВА.