11 декабря 2013 г.
Чукун çул урлă каçнă чух çул-йĕр правилисене уяман çын е водитель хăйсемшĕн кăна мар, ыттисемшĕн те хăрушлăх кăларать.
Пурте пĕрмаях таçта васкаççĕ тейĕн: çуран çÿрекенсем поезд килнипе-килменнине тĕрĕслемесĕрех чупса каçма тăрăшаççĕ, водительсем те светофор е дежурнăй иртсе кайма чарнине пăхăнасшăн мар. Асра тытăр: темиçе минут перекетленипе инçех каяймăн, анчах пурнăçа сыхласа хăварма пултаратăн.
Чукун çул урлă каçмалли вырăн пысăк хăрушлăх кăларма пултарнине тĕпе хурса ГИБДД сотрудникĕсем вĕсене çирĕп тĕрĕслеве илнĕ. Инкексене асăрхаттарас, йĕркене пăсакансене явап тыттарас тĕллевпе пĕрмаях ятарлă рейдсене тухаççĕ. Унчченхи эрне кун та акă «Вурнарский» пайăн ГИБДД ĕçченĕсем районта «Чукун çул урлă каçмалли вырăн» ятарлă мероприяти ирттернĕ. Тĕрĕслевсем пĕрлех автоинспекторсем çуран çÿрекенсемпе тата водительсемпе профилактика калаçăвĕсем йĕркеленĕ, правилăсене çирĕп пăхăнмаллине асăрхаттарнă.
Районта кăçал чукун çул урлă каçмалли вырăнсенче инкексем çырăнман.
В.АЛЕКСАНДРОВ,
«Вурнарский» пайăн ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ.