11 декабря 2013 г.
Çăва çулĕ пирнешкеллисемшĕн кунсерен кĕскелет. Хаяр вăрçă кÿнĕ терт-нушана чăтрăмăр, усал тăшман тустарнă хуçалăха юсаса аталантарма харсăрланса хутшăнтăмăр, шкулта, аслă шкулсенче малашлăха ĕмĕтленсе вĕрентĕмĕр, Совет Çарĕнче Тăван çĕршыва сыхлатпăр тесе хăватлантăмăр. Манпа танăшшисем пайтахăшĕ Горби катастройкинче нĕртен тухса пĕрерĕн – тăлăххăн пурнăçпа сыв пуллашрĕç. Эп вара ĕç укçипе пенсие улт-çич уйăх таран тыттарман «смутăра» та маххă памарăм. Ачапчана, тăвана пулăшма хамра хал тупнăшăн хамран хам тĕлĕнсе ларатăп. Çынна пуринчен те ытла çÿпĕ вырăнне хуманни хуçать...
Телевизорти сюжет куç тĕлне лекрĕ. Клиникăра эп палланă çамрăк çын тăра парать. Унăн амăшĕпе эпĕ пĕр класра вĕреннĕ. Ывăлĕ ĕнтĕ клиникăри уйрăм пуçлăхĕ, медицина наукисен кандидачĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ çаксем ăçта кăна çитмен-ши, мĕн хăтланман-ши, анчах вĕсене ача пÿрмен пек пулса пырать... «Аптăранă кăвакалсем» ман пата «чăмрĕç». Ватă çын пĕлни, сĕнни, канашлани кирлех çав. Кĕтмен çĕртен хĕрÿллĕ тав сăмахне тивĕçрĕм. Çамрăк мăшăрпа эпĕ мĕн пурĕ те Анатолий Григорьевич Стоялов вĕрентнине асилсе калаçнă.
Пирĕн çак коллега питĕ вăйлă специалистчĕ. Тур пилленĕ врач-гинеколог. Вăл ĕçленĕ çулсенче районта ача çуратакансем нумайланчĕç, хĕрарăмсем чирлесси, сăпка ачи чирлесси татăклăн чакрĕ. Анатолий Григорьевича хваттерлĕ тăвасшăн Вăрнарти пĕтĕм хĕрарăм хута кĕнĕччĕ. Вăл вилсен ăна юлашки çула ăсатма тупăкĕ умне пинĕн ытла тухнăччĕ. Шутлатăп та, çылăхлă çак çĕр çинче ыт ахаль пурăнмарăмăр. Шел, медицина унчченхи ырă кăмăллă, çынна тараватлă сăнне çухатрĕ. Укçу çук та – больницăна ан та сĕкĕн тенĕ пек пулса тухать. Сывлăх министерствине ТВ-рекламăпа ылмаштарасшăн.
«Сывлăх» сăмах чăваш хушшинче «çветтуй» тенипе танлашнă. Район аталанăвĕнче, ман шутпа, сывлăхшăн тăрăшасси чи малти вырăнта тăмалла. А.Г.Стоялов евĕрлĕ тухтăрсене хаклама пĕлмелле. Хытăрах калас-тăк, сывлăхсăр нацин пуласлăхĕ çук.
В.КОЖАНОВ.
Мăньял Хапăс.