11 декабря 2013 г.
Выльăх-чĕрлĕх ферминчи продукци мĕн чухлĕ ытларах, тăван çĕр мĕн чухлĕ тупăшлăрах – хуçалăх çавăн чухлĕ тĕреклĕрех, пуянрах. «Мураты» ял хуçалăх предприятийĕ выльăх-чĕрлĕхрен тата уй-хиртен тупăш илессипе районта малтисенчен пĕри шутланать.
– Ял хуçалăхĕ хавшаса пынине куратпăр, анчах аталантармалли майсем пирки сахал шухăшлатпăр. Пурнăç хăйне хăй лайăхланасса кĕтсе ларатпăр. Хамăр тăрăшмасан, çине тăмасан, ĕç-пуçăмăр юсанас çук. Йывăр лава хамăрăннах туртма тивет, никам та пире аякран килсе йĕрке туса памĕ...
Çак сăмахсене Уйкас Явăшри сĕт-çу фермин заведующийĕ Владимир Павлович Петров выльăх-чĕрлĕхрен тата уй-хиртен илекен тупăша ÿстерес тĕллевпе каларĕ. Вăл, выльăх-чĕрлĕх фермисене чĕрĕк ĕмĕр ытла ертсе пынăскер, тупăш илмелли мелсене хăюллăн шырать, çÿлтен такам хушу парасса кĕтсе лармасть. Вăл пуçарнипе кăçал Уйкас Явăшри выльăх-чĕрлĕх фермипе юнашар хур ĕрчетмелли хушма хуçалăх йĕркелесе ячĕç. Хур усрама лайăх майсем туса панă: пĕвесем юнашар, хуралтă пур. Хур ашĕ сывлăхшăн усăллă, хуçалăхшăн тупăшлă.
В.МОСКВИН.