Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă пуçаруçăсем

11 декабря 2013 г.

Укçа-тенкĕ хĕсĕкрен ялсен урамĕсене тирпей-илем кĕртме, вĕсене çÿп-çапран тасатса тăма, типсе ларнă пĕвесенчи юшкăна кăларма йывăр. Анчах халăх вăйне пухса тăван тавралăха, унăн илемлĕхне сыхласа хăварма пулатех. Мăн Явăшри Иван Федоровпа Александр Шариков типсе ларнă пĕвери юшкăна тасатса кăларма, шыв пăрăхĕ хума мехел çитерчĕç. Халĕ вăл ялти чи пысăк пĕвесенчен пĕри. Унта пулă ĕрчетеççĕ, ку урамра пурăнакансем хур-кăвакал ĕрчетсе тупăш кураççĕ, çавăншăн пуçаруçăсене тав тăваççĕ. Ăшă сăмахсене пĕрре кăна мар илтнĕ вĕсем. Иртнĕ вăрçа хутшăннисене халалласа уçнă паркра Алексей Воробьев поэта хисеплесе аллея турĕç, унта çамрăк йывăçсем лартса чĕртрĕç, тавралла карта тытса тухрĕç. Мăн Явăшри масар тавралла çамрăк хунав ешерсе ÿсни те вĕсен пуçарăвĕ.

Çула пурнăç артерийĕ тетпĕр. Мăн Явăшри пĕрер çухрăма тăсăлакан çичĕ урампа унăн тăкăрлăкĕсене йĕпе-сапа çанталăкра техникăпа кĕрсе тухма май çук. Ялта çăмăл машина е урăх йышши техника туянакансен шучĕ çулсерен ÿссе пырать. Çулсене юсасси, асфальт сарасси ял çыннисемшĕн чăннипех чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Юрий Ильин ялти çурчĕ умне тата ишĕлсе пыракан юнашарти тăкăрлăка çулсерен юсаса, çирĕплетсе тăрать. Анчахрах вăл ванчăк кирпĕч чылай турттарса килчĕ, хăй укçипе шыв-шурлă вырăнсене кирпĕч сарса техникăпа кĕрсе çÿреме меллĕрех çул тăвасшăн. Унăн ырă пуçарăвĕ чыслă, сумлă, мал ĕмĕтлĕ.

В.МОСКВИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика