09 декабря 2013 г.
Чăваш кĕнеке издательстви пире çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарсах тăрать. Ку кĕнекен уявне малтан Шупашкарта мар, Вăрнар тăрăхĕнче, унран та ытларах, Хăмăш ялĕнче ирттерме йышăнни – çĕнĕлĕх палли. Ку вăл район тата Калинино ял хутлăхĕн пуçлăхĕсем культура ыйтăвĕсем çине тимлĕ пăхнине, ялти вулакансене хисепленине çирĕплетсе парать.
«Синкерлĕ çулсенче» (трагические годы) кĕнекере иртнĕ ĕмĕрти 30-мĕш, 40-мĕш, 50-мĕш çулсенче айăпсăр айăпланă чăваш писателĕсен, журналисчĕсен, ăсчахĕсен асаплă шăпи çинчен каласа панă. Кунта асилÿсемпе çырусем, архив тата суд докуменчĕсем, историшĕн, халăх астăвăмĕшĕн хаклă материалсем нумай. Пурĕ 38 çын, 38 шăпа, çав шутра Вăрнар районĕнчен тухнă çыравçăсем те пур. Кĕнекен авторĕ тата пухса хатĕрлекенĕ Хăмăшра çуралса ÿснĕ Валерий Павлович Кошкин журналист, полковник.
Тĕлпулу каçĕ яланхилле мар, çамрăк ăрури пултаруллă ачасем тухса каланинчен пуçланчĕ. Калининăри вăтам шкулта ăс пухакан Хăмăш тата Услапа ачисен ятарласа хатĕрленĕ инсценировкине Тани Юн киноактрисăна тата айăпсăр айăпланнă çыравçăсемпе ăсчахсене халалланă.
Сцена çине Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченне, республикăн Аслă Канашĕн икĕ суйлаври депутачĕ тата районти колхозсен тата Калинино райповĕн председателĕ пулнă Николай Архипович Юркина чĕнсе илчĕç. Вăл кĕнекепе паллашма ĕлкĕрнĕ иккен те вулакан куçĕпе çеç мар, критик евĕрех таса чăваш чĕлхипе анлăн пăхса тухрĕ. Шкул çулĕсенче пĕрле колхозра вăй хунă тантăшне кăна мар, унăн ашшĕ-амăшне, ял-йыш асĕнче ырăпа çеç асра юлнă, сакăр ача пăхса ура çине тăратнă Раиса Николаевнăпа Павел Федорович Кошкинсене, вĕсен тăванне Антип Николаев писателе ăшшăн аса илчĕ, шкул ачисемпе Правай çăлкуçĕ патĕнче репрессие тÿссе ирттернисен ячĕпе йывăçсем лартса хăварни çинчен пĕлтерчĕ.
Калининăри вăтам шкулта вĕренекен Юля Куракова репрессире пулнă Ольга Берггольц çырнă сăвă сыпăкне питĕ ăста каласа пачĕ. Унăн мăн аслашшĕ, Хăмăшри Роман Федорович Кураков, вунă çул ларса тухнă. Айăпĕ – нумай енлĕ алă ăсти тата ĕçчен хресчен пулни. Тырпул ÿстернĕ, хурт-хăмăр ĕрчетнĕ, таврари ялсенчи хĕрсене валли качча кайма арча эрешлесе маçтăрланă. Кĕнеке çак сăввăн вырăсла тексчĕпе пуçланать. Радиопа пĕрремĕш хут чăвашла янăранă, ăна Валерий Кошкин куçарнă.
Сăмах малалла Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне Николай Порфирьевич Петровпа Калинино ял хăтлăхĕн пуçлăхне Людмила Николаевна Ивановăна куçрĕ. Вĕсем автора тав хучĕсем парса саламларĕç, залра тулли пухăннă халăх çак кун тĕлĕнмелле çутă сăнлине, уява килти пек ăшă хатĕрленине палăртрĕç. «Культура вучахне пынисем таса çи-пуçпа, ырă кăмăл-туйăмпа хисеплесе килни тÿрех паллă», – терĕç Шупашкартан килнĕ сумлă хăнасем те. Вĕсем халăх ырă еннелле сулăннине асăрханă: «Хăш-пĕр ялсенчи пек ÿсĕр е чĕлĕм туртакан пĕр çынна та тĕл пулмарăмăр», – терĕç, колхоза юхăнтарса яманшăн Вячеслав Репин председателе ырларĕç.
Чăваш писателĕсен профессиллĕ Союзĕ ячĕпе чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер тухса калаçрĕ, кĕнекене пысăк хак пачĕ, авторĕпе университетра пĕр кун диплом ĕçĕ хÿтĕленине, вăл вăрçăра пулнă сăвăçсен пултарулăхне, Валерий вара Лява Платунĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕпченĕшĕн чи лайăх паллă илнине аса илчĕ. Унтан Юрий Сементерĕн Нестер Янкаса халалланă сăввине Калининăри вăтам шкулта вĕренекен маттур Катя Судова каласа пачĕ.
Лява Платунĕн тăванĕ – офицер-интернационалист, Суворов медальне тивĕçнĕ Львов Станислав Николаевич, Шупашкарти Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕн çумĕ, Шупашкар хулинчи халăх пухăвĕн икĕ суйлаври депутачĕ аслашшĕн пиччĕшĕ Платон Захарович Львов çырнă очеркшăн тав турĕ, юлташĕсем хăйне çурçĕр Кавказа авалхилле каялла таврăнма хушса чăкăтпа тата шăрттанпа ăсатса янине аса илчĕ.
Кĕнеке авторĕпе пĕрле ĕçленĕ, каварлашса тăвакан преступленисене хирĕç кĕрешекен пай пуçлăхĕ пулнă Вячеслав Валерианович Мартынов полковник юлташĕсемпе пĕрле чăн-чăн халăх тăшманĕсемпе, ют çĕршыв разведкисене хирĕç кĕрешнĕ самантсене, ĕç хыççăн республикăри хăрушсăрлăх комитечĕн музейне туса хунине, айăпсăр айăпланнисен ырă ячĕсене тавăрас ĕçе хутшăннине аса илчĕ. Ачасемшĕн вăл Юрий Гагаринпа темиçе хут тĕл пулни те интереслĕ пулчĕ. Республикăри суд экспертизин тĕп врачĕ, юридици наукисен кандидачĕ Леонид Морозов таврапĕлÿçĕ кĕнеке авторне кашни кунах архивсемпе библиотекăсенче тĕл пулнă-мĕн.
Кĕнеке уявне Вăрнар районĕнчен тухнă, халĕ Шупашкарта пурăнакан ентешĕсенчен Сергей Васильев-Саманташ сăвăç салам илсе килнĕ, кĕнеке презентацине Шупашкарта та ирттересси çинчен пĕлтерчĕ, хăш-пĕр номерсене унта пырса кăтартма сĕнчĕ.
Калинино шкулĕнче вĕренекенсем Валерий Кошкинăн «Тăван чĕлхемĕр...» сăввипе паллаштарчĕç, хăмăшсем вара ентешне хисеплесе Нина Козлова педагог çырнă халал сăввине каласа пачĕç. «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне илме тивĕçнĕ, Чăваш Республикинчи Обществăллă палатăн членĕ, республика тава тивĕçлĕ учителĕ Калининăри вăтам шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова, автора Нурăсра вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Заря Филипповна Тихонова, Мăн Явăшри вăтам шкул директорĕ Надежда Петровна Федорова кĕнекешĕн чун-чĕререн тав турĕç.
Республика тулашĕнче те чапа тухнă Ярмушкари «Утмăлтурат» фольклор ушкăнĕ тата Калинино ял хутлăхĕн хорĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç, Калинино ачисем залри офицерсене халалласа плац-концерт кăтартрĕç, вальс ташларĕç.
Кĕнеке авторĕ кĕнеке уявне чаплă йĕркелеме пулăшнăшăн район администрацине, Калинино ял хутлăхне, райпоне, Калинино, Хăмăш, Мăн Явăш шкулĕсене, Ярмушкари «Утмăлтурат» ансамбле, Калинино, Мачамăш, Хăмăш, Кÿлхĕрри, Шăхаль ялĕсенчи культура ĕçченĕсене, Вăрнарти аш-какай комбинатне тата Н.А.Юркин предпринимателе тав турĕ.
Тĕлпулу каçĕ «Алран кайми аки-сухи» халăх юррине пурте пĕрле тăрса юрланипе вĕçленчĕ.
Валентина ПАНЫШЕВА.