Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмах та сиплет

09 декабря 2013 г.

Ноябрĕн 27-мĕшĕнче куç курманнисен обществин пĕтĕм тĕнчери кунĕ иртрĕ. Çанталăк япăх тăнине пăхмасăрах çак кун куç курманнисен Вăрнарти вырăнти организацине те вăтăра яхăн çын пухăнчĕ.

Чĕннĕ хăнасем те нумаййăн: район администрацийĕн, социаллă хÿтлĕх тата социаллă тивĕçтерÿсен пайĕсен представителĕсем тата ыттисем. Пире яланах пулăшакан, куç курман вулакансемпе пĕтĕм чун-чĕререн ĕçлекен библиотекарьсем те хастар хутшăнчĕç.

Мероприяти куç курманнисен пĕтĕм Раççейри обществин гимнĕ янăранипе уçăлчĕ. Г.Мясникова председатель вырăнти общество ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, организаци пурнăçне чи хастар хутшăнакансене, район тата республика шайĕнчи конкурс-ăмăртусен çĕнтерÿçисене уйрăммăн палăртрĕ.

Халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ И.Смолина, район администрацийĕн представителĕ Т.Филиппова, халăха социаллă тивĕçтерÿсем паракан центр ĕçченĕ Т.Жилкина пурне те уявпа саламласа ырлăх-сывлăх, пурнăçра хавхалану, ăнăçу сунчĕç.

Библиотека ĕçченĕсем Амăшĕн кунне халалласа хатĕрленĕ «Çĕр çинчи чи хаклă çын» литературăпа пултарулăх композицийĕпе паллаштарчĕç. Тĕл пулура амăшĕсене халалласа каланă ăшă та çепĕç сăмахсем пурин кăмăлне çĕклерĕç.

Куç курманнисем хушшинче пултаруллă юрăçсем, сăвăсене ăста вулакансем, маттур баянистсем нумай. Вĕсем уява килнисене чаплă концертпа савăнтарчĕç. Куракансем кашни пултарулăх номерне кăмăлласа, тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Г.МЯСНИКОВА,

куç курманнисен Вăрнарти вырăнти организацийĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика