09 декабря 2013 г.
1914 çулта Çĕн Сăрьелĕнчи Ефим Иванов, Туçи Çармăс ялĕнчи Петр Игнатьев, Степан Якимов тата Егор Александров вăрçа пĕрле тухса кайнă. Вĕсемшĕн юнлă çапаçусем Украина çĕрĕ çинче пуçланнă. Çав вăхăтран çуралнă та пĕр-пĕрин хушшинчи юлташлăх. Ефим Ивановпа Петр Игнатьев хушшинче туслăх çирĕпленнĕ. Тăван ялĕсене таврăнсан вĕсем пĕрин хыççăн тепри çемье çавăрнă. Анчах савăнса нумаях пурăнайман: граждан вăрçи кĕрленĕ. Ку хутĕнче Хĕрлĕ Çар ретĕнче çапăçма тивнĕ. 1921 çулта Атăл тăрăхĕнче выçлăх хуçаланнă. Ку асапа та чăтса ирттерме пултарнă салтак çемйисем. Еххĕмпе Хриççи пĕрлешсе çемье чăмăртанă, хăйматлăх пулма Петĕре суйланă. Арçынсен вăрçăра çуралнă юлташлăхне мăшăрĕсемпе ачисем çирĕплетсе пынă. Аттесем вилни çитмĕл çул пулсан та, хăнăхнă йăлана çирĕп пăхăнса пурăнатпăр эпир.
Фашистла Германи вăрă-хурахла тапăнсан арçынсем çĕршыва хÿтĕлеме тăнă. Кашни килтен салтак ăсатнă. Мăшăрĕсем е ашшĕсем, пиччĕшĕсемпе шăллĕсем вилни çинчен хыпарсем яла умлăн-хыçлăн килнĕ. Салтак юрри татăлман. Вĕçĕмсĕр куççуль юхнă.
1942 çул пуçламăшĕнче Игнатьевсен аслă ывăлне Хĕритуна фронта илсе каяççĕ. Пуш уйăхĕнче ашшĕне черет çитет. Аттен вăрçа тухса каяс умĕнхи тĕлĕкне анне яланах аса илетчĕ. Икĕ юлташ, аттепе тепĕр çын, анасем илсе суха тунă. Атте хăйĕнне сухаласах пĕтернĕ, юлташĕ ĕçе вĕçлеймен. «Вăрçăран эпĕ урăх киле таврăнаймăп, Юкур çаврăнса çитĕ – вăл анине сухаласа тухаймарĕ», – тенĕ атте аннене. Тĕлĕкĕ тÿрре килнĕ. Ир тăрса апат çисен кутамккине çурăм хыçне çакнă та никама ăсаттармасăрах Канаша каякан çул çине тухса утнă. Анне ăна хапха умĕнче ăсатса янине пăхса тăнă сакăр çулхи Гена Михайлов, кÿршĕ ачи, паянхи кун та аçуна вăрçа илсе кайнине астăватăн-и тесе ыйтать. Эпĕ, аттен кĕçĕн ывăлĕ, çулталăк çурăри ача, сăпкара выртса юлнă. Атте Сталинграда хÿтĕленĕ юнлă çапăçусене хутшăннă. Тăшман çарне ункăна хупăрласа хурсан, вĕсем сăнчăра татма тăрăшнă. Петр Игнатьевсен роти чиркÿллĕ пĕр ялта оборона тытса тăнă. Декабрĕн 12-мĕшĕнче çĕрле нимĕçсен çарĕ ункăран тухса тапăнса пынă. Шăп çав çапăçура тăшман пульли аттен пурнăçне татнă. Атте вилĕмĕ çинчен, вăрçă чарăнсан, унăн аманса чĕрĕ юлнă юлташĕ, Енĕш çынни, аннене каласа панă. Тепĕр эрнерен анне ячĕпе хура хут çитнĕ. «Игнатьевой Екатерине Тимофеевне. Ваш муж, красноармеец Игнатьев Петр Игнатьевич, уроженец д.Тузи-Сярмуз Шихазанского района Чувашской АССР, погиб на поле боя при исполнении служебных обязанностей 12 декабря 1942 года, захоронен 13.12.1942 года в 6 км юго-западнее совхоза «Спартак» Сталинградской области. Командир истр.минометного полка, инженер 3 ранга, рядов. адъютант ст. л-т Зайцев», – тенĕ.
Киле йывăр хуйхă кĕнĕ хыççăн нумаях та вăхăт иртмен – кĕçех вун çичĕ çулхи Унтрин вăрçа тухса кайма тивнĕ. Пĕри пилĕк çултан, тепри çичĕ çултан таврăнса паянхи куна тăвансем чиперех пурăнаççĕ. Мăшăрсемпе утмăл çул ытла пĕрле килĕштерсе, ачисемпе, мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнаççĕ. Çĕнтерÿ кунне яланах пăлхануллă туйăмпа кĕтсе илеççĕ.
Çĕн Сăрьелĕнчи Ефим Иванова виççĕмĕш вăрçăра хăйматлăхĕпе çума çумăн çапăçма тÿр килмен, анчах вăл та Сталинграда хÿтĕлеме хутшăннă. Унăн пурнăçĕ декабрĕн 12-мĕшĕнче, 1942-мĕш çулта, татăлать. Яла мăшăрĕ ячĕпе «Ваш муж, Иванов Ефим Иванович, 1898 года рождения, дер. Син-Сурьялы Шихазанского р-на Чувашской АССР, призванный Шихазанским РВК, погиб в бою 12 декабря 1942 года и захоронен в Сталинградской области.» текен хыпар килнĕ.
Вĕсен аслă хĕрĕ Наçтуç вăрман касма, торф кăларма çÿренĕ. Тата виçĕ ачи амăшĕпе пĕрле колхозра ĕçленĕ. Вăталăх ывăлĕпе Çĕрахвинпе пĕр вăхăтра шкула çÿрерĕмĕр. Çил-тăманлă кунсенче юлса уроксене хатĕрленеттĕмĕр. Серафим Туçи Çармăсра çичĕ çул вĕреннĕ хыççăн Ямашри вăтам шкула пĕтерсе татах малалла вĕренчĕ. Нумай çул Йĕпреç район хаçатĕнче редакторта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Зоя Хусанта ветеринари институтне вĕренсе пĕтерсе Саратов облаçĕнче ĕçлесе пурăнатчĕ. Ялта аслă ывăлĕ Толя, ывăлĕн Олегăн, семйипе пурăнать.
Серафим Ефимовичăн статйисем хамăр район хаçатĕнче час-часах пичетленеççĕ те яланах вулама кăмăллă. «Сăпка сиктернĕ Çĕн Сăрьел» кĕнеки, ял илемне, тавралăха тĕпчесе çырни питĕ килĕшрĕ. «Уçă кăмăл» кĕнекинчи кĕске калавсемпе пьесăсене тата сăввисене юратса вуларăм.
Аттесен пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пуçланнă юлташлăхне эпир, ачисем, пăрахмастпăр, тăсатпăр-ха малаллах.
Василий ПЕТРОВ.
Туçи Çармăс.