09 декабря 2013 г.
Кăçалхи июлĕн 14-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕнче халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен» тата «Хăш-пĕр саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун вăя кĕнĕ.
Улшăнусем, тĕпрен илсен, ĕç рынокĕнче танмарлăха (дискриминацие) асăрхаттарас тĕллевлĕ. Çавна май пушă ĕç вырăнĕсем тата должноçсем пирки информаци сарассине хăш-пĕр чарусем кĕртнĕ. Ку информацисенче граждансен прависене пăсни е арлăх, раса, ÿт тĕсĕ, национальноç, ăçта çурални, пурлăх виçи, çемье, мĕнле социаллă ушкăна кĕни тата должноç йышăнни, çул ÿсĕмĕ, пурăнакан вырăн, тĕн, обществăлла пĕрлĕхсене тата социаллă ушкăнсене хутшăнни тĕлĕшпе уйăрни (хĕсни) пулмалла мар. Тĕпре çыннăн ĕç пахалăхĕсем пулмалла.
Пушă ĕç вырăнĕсем çинчен дискриминаци паллиллĕ информаци саракансене саккунпа килĕшÿллĕн административлă явап тыттараççĕ: граждансене 500 – 1000 тенкĕ, должноçри çынсене – 3000 – 5000 тенкĕ, организаци-предприятисене 10000 – 15000 тенкĕ штраф хума пăхса хăварнă. Дискриминаци паллиллĕ информацие сарни шутне кунашкал сведенисене массăллă информаци хатĕрĕсенче пĕлтерни, Интернет уçлăхне кăларни, буклетсемпе листовкăсем евĕр хатĕрлесе халăхра сарни, обществăлла вырăнсенчи пĕлтерÿ хăмисем çине çыпăçтарни тата ытти кĕрет. Саккунпа çырнă тăрăх, çакăн евĕр пĕлтерÿсене сарнăшăн ĕç паракансене кăна мар, ку сведенисене пичетленĕ е эфира кăларнă массăллă информаци хатĕрĕсене, сайт хуçисене, листовкăсемпе пĕлтерÿсене сарса, çыпăçтарса çÿрекен промоутерсене те административлă явап тыттарма пултараççĕ.
Административлă йĕркене пăсни çинчен протоколсене çырма РФ субъекчĕсен халăха ĕçпе тивĕçтерессипе ĕçлекен органĕсен должноçри çыннисене право панă.
Хамăр инф.