Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яка çул пулĕ-ши?

04 декабря 2013 г.

Мăн Явăша иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче асфальт çул сарчĕç. Унтанпа ăна никам та йĕркеллĕ юсаман тесен те юрать. Юлашки çулсенче кăна шăтăксене унта-кунта пĕр кĕреçе асфальт пăрахса тухкаларĕç. Юнашар пилĕк шăтăк пулсан пĕрне е иккĕшне хуплаççĕ те ыттисем çаплипех выртса юлаççĕ. Уйкас Явăша кĕнĕ çĕрти пĕчĕк вăрман хушшинчи шăтăк-путăксем акă çур метра та çитеççĕ вĕт.

2008 çулта Çăкаллă Явăшри акатуйĕнче район ертÿçисем сцена çинченех «Кăçал сирĕн яла Вăрнартан килекен çул çатма пек яка пулать» тесе савăнтарнăччĕ. Унтанпа нумай шыв юхрĕ, анчах çулĕ ванса-аркансах пырать.

Çавалкас çулĕнчен пăрăнсан Мăн Явăша кĕнĕ çĕрте тата вырăн-вырăн асфальт пачах юлмарĕ. Уяр чухне айккипе çÿретпĕр-ха. Йĕпе-сапа çанталăкра вара çав тарăн шăтăк-путăксем урлах утма лекет. Çул айккисене шыв çисе кайнă та çуркунне ку вырăнсенче çырма пулать ĕнтĕ.

Мăн Явăш ял поселенийĕн администраци пуçлăхне явăшсен нуши темшĕн интереслентермест курăнать, çула юсасси-çĕнетесси пирки темшĕн ытлах хыпкаланмасть пек туйăнать.

Юр лайăх çусан шăтăк-путăксем сисĕнмĕç, хĕл каçăпăр. Анчах çуркунне çитсен мĕнле çÿрĕпĕр-ши; Район ертÿçисем пирĕн тăрăхри çул ыйтăвне тимлĕхе илессе чунтан шанатпăр.

Александр ЛИЗОРОВ.

Уйкас Явăш.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика