04 декабря 2013 г.
«Шанс» рынокра (сăмах пĕлтерĕшне пăхăр-ха – шанăç!) халь предприниматель текен усламçăран (ĕлĕкрех спекулянт теттĕмĕр: пĕр çĕрте йÿнĕрехпе туянать те тепĕр çĕрте хаклăрахпа ярăнтарать) чĕрĕлле шăнтнă горбуша пĕр килоне 250 тенкĕ парса илтĕм. Çĕр варринче тĕрлĕ тĕспе ялкăшакан çутăпа вăранса кайрăм. Турилккери ман горбуша хыпса тухнă-мĕн! Пире радиаципе «техĕмленĕ» пулăпа тăрантараççĕ иккен. Ăна кушак та, йытă та тутанасшăн пулмарĕ. Çуралнă кунăмра лосось йышшинчен шултра тутлă апатпа реххетленсе ларасси пулмарĕ.
Катастройщиксем çирĕм çул каялла пире СШАрилле демократи çăтмахĕ туса паратпăр тесе хавхалантарчĕç. Çÿлти патшалăхри рай-çăтмах пирки сăмах пынă пулас: çĕршывра халăх çуллен пĕр миллиона яхăн катăлать. Демократин пылак кукăлĕ вырăнне мана радиациленĕ горбуша сĕнеççĕ. Ĕнер кăна Вăрнарта тепĕр икĕ çамрăк техшĕвек ĕçсе кăнчăрт пулни çинчен пĕлтерчĕç. Совет Союзĕнче контроль вăйлăччĕ. Им-çам наркăмăшпа алхасма никама та ирĕк паман. Шăпах самана йывăрлăхне тÿснисем нумай пурăнатчĕç. Пирĕн ялти А.Максимов, Ф.Красильникова 90 урлă каçрĕç. Пĕлетĕп (хам тухтăр), ĕçлекен çыннăн сывлăхĕ ялан хисеплĕ хакра тăнă.
Пĕр вăхăтра пĕлтерчĕç: вăрçă ачисен вăтам пенсийĕ 10 пин тенкĕпе танлашать, Госдума депутатне 260 пин тенкĕ тÿлеççĕ, çăмăллăхĕсен сумми тепĕр çавăн чухлĕ. Госдума столовăйĕнчи пĕр курка кофе Вăрнартинчен тăватă хут йÿнĕрех. Пĕр киловатт электроэнергишĕн 4 пус тÿлеттĕм, халь 44 хут нумайрах (1 т. те 76 пус) тÿлетĕп. Мускава Вăрнартан чукун çулпа 8 тенкĕлĕх билетпа çитеттĕм. Ку çулла билетшăн пĕр еннелле пин тенкĕ ытла патăм. Çирĕм çул ытла ĕнтĕ демократи çăтмахĕн ылтăн сăпкинче ярăнатăп. Пенсири 16 çул хушшинче сиплев курсĕпе санаторине кайма ман та право пулнă, анчах мана кун пирки систермен. РФ Аслă суд коллегийĕ 2011 çулхи сентябрьте йышăннă тăрăх, свидетельсем иккĕн çирĕплетнĕ чух вăрçă ачисен ĕç стажĕ 13 çултан çырăнать. Чиновниксен аппаратĕнче çакна пĕлмеççĕ тейĕн, «Суда парăр!» тесе лараççĕ, закона пурнăçлас йĕркене юри кăткăслатаççĕ. Влаçрисем халăха право пĕлĕвĕпе хĕçпăшаллантарасшăн мар. Вун иккĕрен чарăна пĕлмен молотилка патне çĕрĕ-çĕрĕпе кĕлте сĕтĕреттĕмĕр. Çакна асилтертĕм те – чиновник ахăрма тытăнчĕ. Шел, ваттисем мĕн те пулин вулама пăрахрĕç, çамрăк йыш сарăхнă прессăпа çырлахать.
Паян кунĕпех ку горбушăна ăçта кайса чикмелле-ши тесе аптăраса лартăм.
В.КОЖАНОВ.
Мăньял Хапăс.