Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă çемьере

04 декабря 2013 г.

Вера аппа, Ефимова Вера Ефимовна, Шăхаль ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Çĕмĕрле енне качча тухнă. Коля – Николай çавăнта çуралнă.

Вăтам шкул пĕтерсен Киров облаçне кĕрекен Яранск хулинче медучилищĕре вĕреннĕ. Фельдшер вара икĕ çул çар службинче тăнă.

Таврăнсан хăйсен ялĕнчи бухгалтера вĕренсе пĕтернĕ Нина Ивановнăпа çемье çавăрать. Специальноçĕпе Малтикас Ялтăрари фельдшер пунктĕнче пилĕк çул ĕçлерĕ. Питĕ малалла вĕренесшĕнччĕ. Чăваш патшалăх университетне кайса кĕчĕ. Ултă çултан Калинино больницинче хирургра ĕçлеме тытăнчĕ. Тĕп врача çитрĕ.

Мăшăрĕпе ултă ача ÿстереççĕ: пилĕк хĕр, пĕр ывăл. Инна ашшĕ килĕштернĕ университетра вĕренсе врача тухать, паянхи куна вăл Калинино больницинче, ачасен врачĕ. Кăкшăм каччипе çемье çавăрчĕç. Фаина фармаколог. Калинино аптекинче ĕçлет. Мая ял хуçалăх академинче экономиста вĕренсе тухнă, хăйĕн спецальноçне парăннă. Вера кооператив институтĕнче юрист дипломĕллĕ пулчĕ, ĕçлет. Миша ял хуçалăх академинче виççĕмĕш курсра вĕренет. Надя, кĕçĕнни, стоматолог пулать.

Ултă ачана пĕр вăхăтра пысăк пĕлÿ пама çăмăл мар, паллах.

Николай Михайлович паянхи куна районти тĕп больницăра, врач. Мăшăрĕ, Нина Ивановна, Калинино райповĕнче кадрсен пайĕнче тăрăшать.

Мăнукĕсем пуçтарăнсан Вера аппа лара-тăра пĕлейми савăнать. Пурте ăна: «Асанне, ху мĕнле пурнатăн; Хăвна лайăхрах упра-ха», – тесе ăшă сăмахсемпе йăпатаççĕ. Вĕсен килĕнче сас хăпартса калаçнине илтеймĕн.

Вера аппа сакăр вун иккĕмĕш çул çинче пырать. Ăна пурте юратаççĕ. Çавăн пек çынсемпе ыттисене те пурăнма кăмăллă.

Нина ПАРАМОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика