04 декабря 2013 г.
Раççей Федерацийĕнче чикансен социаллă-экономика тата этнокультура аталанăвĕ енĕпе 2013 – 2014 çулсем валли йышăннă комплекслă планпа килĕшÿллĕн федераллă миграци служби ку халăх çыннисене Раççей гражданинĕ пулнине ĕнентерекен документсемпе тивĕçтерессипе мероприятисем ирттерет.
Тĕрĕслев-тишкерÿсем вăхăтĕнче палăртнă тăрăх, Раççей территорийĕнче чикансем тĕп документсăр (паспортсăр) пурăннă тĕслĕхсем халĕ те пур-ха. Çавна май вĕсене федераллă миграци службин уйрăмĕсене, çав шутра Вăрнарти территори пунктне те, паспорт илме килме сĕнетпĕр.
Паспортсене Федераллă миграци службин территори органĕсем гражданин пĕрмаях тата вăхăтлăх пурăнакан вырăнсенче е гражданин хăй ыйтнă вырăнта хатĕрлесе пама пултараççĕ.
Паспорт илме гражданинăн çак документсене тăратмалла:
– документа хатĕрлесе пама ыйтса çырни;
– çурални çинчен свидетельство (енчен те свидетельство алăра çук-тăк, ЗАГС органĕнче ăна тепĕр хут илмелле);
– 35х45 мм виçеллĕ икĕ сăн ÿкерчĕк;
– РФ гражданинĕ пулнине ĕнентерекен документсем (кирлĕ пулсан);
– паспортра кăтартмалли паллăсене ĕнентерекен документсем (çар билечĕ, 14 çулчченхи ачасен çурални çинчен свидетельствăсем, регистраци докуменчĕсем);
– патшалăх пошлинине тÿлени çинчен квитанци.
РФ гражданинĕн паспортне çĕнĕрен панăшăн – 200 тенкĕ, çухалнине е юрăхсăра тухнине улăштарнăшăн 500 тенкĕ тÿлемелле.
Е.ВОЛКОВ,
федераллă миграци службин
Вăрнарти территори пункчĕн
пуçлăхĕ.