04 декабря 2013 г.
Нумай-нумай çул кĕтнĕ хыççăн «вăрçă ачисен» ыйтăвне ноябрĕн 22-мĕшĕнче Госдума ларăвне кăларчĕç. Кăштах астутарни вырăнлă. Вăрçă ачисем пирки Госдумăна законсен вунпĕр проектне тăратнă. Раççей Федерацийĕнчи 83 регионтан 43-ĕнче вăрçă ачисем умĕнчи социаллă тивĕçпе парăма шута илмеллех тесе йышăннă. Раççейри 19 субъектра ку тĕлĕшпе хăйсен законне йышăнса вăя кĕртнĕ, «вăрçă ачисен» статусне законпа çирĕплетнĕ. Çав шутра пирĕн Чăваш ен евĕрлисем, дотаципе пурăнакансем те пур. Совет Союзĕнче пулнă Украинăра «Вăрçă ачисем» закон 2006 çултанпа вăйра тăрать. Вăрçă ачисем ку çĕршывра мĕнпур транспортпа тÿлевсĕр усă кураççĕ, коммуналлă службăна 25 процент сахалрах тÿлеççĕ т. ыт. те. Шутласан: нефтьпе газ украинсем ытларах пирĕнтен туянаççĕ, наци пуянлăхĕ, çĕр айĕнчи пурлăх вĕсен пирĕнни чухлĕ çук. Танлаштармалăх тепĕр тĕслĕх. Германире те вăрçă ачисене социаллă çăмăллăхсемпе тивĕçтерекен закон пур, вĕсен пенсийĕ пирĕн укçапа виçсен 50 пин тенкĕпе танлашать. Раççей нефть пичкине 100 долларла сутать, анчах вăтам пенси 10 пин тенкĕ, унăн çуррийĕ коммуналкăшăн расхутланать.
Шута илнĕ «вăрçă ачисем» пирĕн пурĕ те 2 миллион та 300 пин çын. Закон проекчĕпе ку шута 1928 çулхи июнĕн 22-мĕшĕпе 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ хушшинче çуралнисене кĕртнĕ. Вĕсен статусне РФ шайĕнче законпа çирĕплетмелле, ку категорие Аслă вăрçă ветеранĕсеннипе танлаштармалла, вĕсене обществăлла транспортпа, эмелпе тÿлевсĕр тивĕçтермелле, ЖКХ тĕлĕшĕнчен çăмăллăх кÿмелле. Пурĕ те 112 миллиард тенкĕ кирлĕ. Виçĕ фракци пулас законăн вунпĕр проектне хÿтĕлесе сасăланă. Анчах закон йышăнма 13 сасă çитмен. Хирĕççисен ячĕпе А.Исаев депутат (леш, самолетра çапăçаканни) «атакăна» тухнă: «Укçа çитмест!». Çĕршывра чĕр тавар экспорчĕпе кăна 16 триллион тенкĕ пухăнать. Бюджета çаратса тустаракансем мĕн чухлĕ! Генпрокурор евитленĕ тăрăх, патшалăх хыснине «нецелевые растраты» тенине Скрынник енчен 39 миллиард тенкĕ, Сердюковăн 10 миллиард тенкĕ, Мускав облаçĕн финанс министрĕн 10 миллиард тенкĕ тавăрмалла. Укçа пур. Долларлă миллиардерсемех 130-ăн ытла. 2 миллион чухăн пенсионера пулăшмаллах патшалăхăн!
Çăкăртан асли çук, тетпĕр. Ăна ылтăнпа та, нимпе те виçме çук. Тăван çĕршывран хакли çук. Çавнашкалах, вăрçă ачисем Тăван çĕршыва чи йывăр тапхăрта кÿнĕ пай-тÿпене нимпе те виçме çук. Госдумăна тăратнă закон проектне ырласа вăрçă ачисем районтан çулталăкра икĕ пин ытла заявлени ячĕç. Эпир Госдумăран сăмах айне туман закона кĕтетпĕр. Ку ыйтупа ыран Вăрнарта вуннăмĕш хут пуçтарăнатпăр.
В.СКВОРЦОВ,
Раççейри «Вăрçă ачисем» организацин
районти уйрăмĕн ертÿçи.