29 ноября 2013 г.
Чăваш ен Информаци политикин министерствин Удостоверени (документсене ĕнентерекен) центрĕ Раççей çыхăну министерствинче аккредитацие ăнăçлă вĕçленĕ. Ку хушăва ноябрĕн 20-мĕшĕнче ведомство пуçлăхĕ Николай Никифоров алă пуснă. Çапла майпа аккредитаци министерствăн çак центрĕ федераллă саккун ыйтнине тивĕçтернине, квалификациллĕ электронлă майпа алă пуснисене туса пама право пуррине çирĕплетет.
Электронлă майпа алă пуснипе усă курса полномочиллĕ организацисене отчетсем тăратма, çавăн пекех патшалăх влаç органĕсемпе юридици пĕлтерĕшлĕ электронлă документ çаврăнăшне те йĕркелеме юрать.
Аса илтеретпĕр, электронлă майпа ал пуснисен «уççисене» 2006 çултанпа пама тытăннă. Удостоверени центрĕн функцийĕсене паянхи кун информатика политикин министерстви пурнăçлать. Çичĕ çул хушшинче панă «уçăсен» шучĕ – 10150 енне.
Хамăр инф.