29 ноября 2013 г.
СССР халăх артисткин Вера Кузьминан сăнарĕсем чăваша кăна мар, кирек хăш халăх çыннине те çывăх, ăнланмалла. Вера Кузьминичнăна çĕршывра кăна мар, тĕнчипех пĕлеççĕ, сума сăваççĕ, пултарулăхне пысăка хурса хаклаççĕ. Ахальтен мар артистка çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă уяв каçне, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне, халăх зал тулли пуçтарăнчĕ. Тăвай хĕрĕ калăпланă Клавьене (Н.Терентьев «Пушар лаши»), Кĕтерука (Н.Айзман «Кай, кай Ивана»), Хура Чĕкеçе (Б.Чиндыков «Хура Чĕкеç»), Сара Абрамовнăна (Н.Коляда «Шанель пике») тата ытти сăнара чунтан юратать куракан.
Вера Кузьмина – чăн-чăн сцена ăсти, профессие тĕппипех парăннă артистка, Чăваш ен мухтавĕпе чапĕ. Вăл пĕтĕм пурнăçне театра халалланă. Утмăл ултă çул хушшинче 150 ытла роль калăпланă. Вĕсен йышĕнче: Таня (А.Арбузов «Таня»), Анисья (Л.Толстой «Çын куççулĕ çĕре ÿкмест»), Бернарда (Ф.Г. Лорка «Арçынсăр хĕрарăм»)... Кашниех хăйне евĕрлĕ, илемлĕ... Анчах пуринче те шалти хăват, парăнманлăх-авăнманлăх тапса тăрать. Туйăмсен хĕрÿлĕхĕпе çивĕчлĕхне, тен, никамран лайăхрах кăтартса пама пĕлет Вера Кузьминична. Çавăнпах вăл вылянă чухне чăвашла пĕр сăмах та чухламан çынна та куçару кирлĕ мар. Унсăрах ăнланмалла. Чĕре туять, йышăнать.
Пултаруллă артисткăна амăшĕсен сăнарĕсем те çывăх. Хĕрарăмри мĕн пур çепĕçлĕхе, ырăлăха, сăпайлăха пĕрлештерсе тăраççĕ тейĕн вĕсем. Тепĕр чухне çирĕпрех пулма та пĕлеççĕ. Инкекпе хуйхă-суйхă та çапса хуçаймасть вĕсен кăмăлне. Амăшĕн юратăвĕпе тÿсĕмлĕхĕ йăлтах парăнтарать. Кунта Амăшне (Ф.Г. Лорка «Юнлă туй»), Бернардăна (Ф.Г. Лорка «Арçынсăр хĕрарăм») палăртмалла.
«Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» (Б.Чиндыков) спектакльти Амăшĕ те ытармалла мар илемлĕ. Унăн ăшăлăхĕ, çепĕçлĕхĕ чылай пулăм, пĕтĕмĕшле пурнăç çине расна куçпа пăхма, мĕн пуррине хаклама хистет. Асăннă спектакль Орел хулинче иртнĕ «Раççейри чи лайăх спектакльсем» театр фестивалĕнче çĕнтерÿçĕ ятне те тивĕçнĕ. Паллах, ку çитĕнÿре Вера Кузьминичнăн тÿпи те пысăк.
«Хура чĕкеç» монодрамăна асăнмасăр иртме çук. Ăна Борис Чиндыков ятарласа Вера Кузьмина валли çырнă. Чăваш хĕрĕн, арăмĕн савăнăçĕ-хурланăвĕ, халăх терчĕ-асапĕ... – пурте вырăн тупнă кунта. Чăваш академи драма театрĕн сцени çинче çеç мар, «Стамбул – уçă хутлăх» Пĕтĕм тĕнчери театр фестивалĕнче те янăранă Хура Чĕкеç сасси, пиншер çын чĕрине хускатнă вăл.
Вера Кузьминична шав пултарулăх шыравĕнче. Çула та çăмăллăнах пуçтарăнать, чылай фестиваль-конкурса хутшăнать, халăх театрĕсене пулăшать. Çамрăк ăрăва та тимлĕхсĕр хăвармасть вăл. Тăтăшах шкулсенче йĕркелекен тĕл пулусене тухса çÿрет, театра килекен хĕрсемпе каччăсене професси ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене уçса парать, искусствăн анлă çулĕ çине тухма пулăшать.
Пултаруллă артисткăн юбилей каçĕнче чылай ăшă сăмах янăрарĕ. Сумлă хăнасем пĕри те тепри Вера Кузьминана еплерех юратни пирки уççăн пĕлтерчĕç, парнесемпе, чечек çыххисемпе савăнтарчĕç. Мероприятие Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем Валерий Карповпа Николай Сергеев ертсе пычĕç.
СССР халăх артисткине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев, Чăваш Республикин театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Медведев, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке саламларĕç. Г.Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх академи театрĕн ĕçченĕсем вара кăвак тĕслĕ чечеклĕ тутăр халалларĕç. Тĕп хуламăрти ытти театр артисчĕсем те Вера Кузьминичнăна чунтан саламларĕç.
Куракансем «Хура Чĕкеç» (Б.Чиндыков), «Юнлă туй» (Ф.Г. Лорка), «Шанель пике» (Н.Коляда) спектакльсенчи сыпăксене курса киленме пултарчĕç. Хура Чĕкеç, Амăшĕ, Сара Абрамовна ролĕсенче – Вера Кузьмина. Уяв хуçи çавăн пекех П.Хусанкай сăввисен ярăмне («Малалла-ха пурнăç, малалла») вуларĕ. Залра пуçтарăннă халăх сывламасăр, тимлĕ итлерĕ асамлă та тарăн пĕлтерĕшлĕ йĕркесене.
К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн туслă та пысăк йышĕ те чунтан саламларĕ сумлă артисткăна.
Вера Кузьминична çакăн пек чаплă уяв ирттерсе панăшăн ĕçтешĕсене, куракансене тав турĕ. Çамрăк артистсене: «Театра юратăр. Вăл сире манмĕ, тав тăвĕ...» – терĕ. Тăван халăхне вара пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне юратса – ырăпа – пурăнма сунчĕ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.