Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лямблиоз – ерекен чир

29 ноября 2013 г.

– Лямблиоз – ачасен тата аслисен анлă сарăлнă инфекци чирĕ, паразитсен йышне кĕрет. Çын организмĕнче лямблисем вегетативлă (хастар) формăпа тата цист евĕр пулаççĕ. Вĕсем тĕпрен илсен çинçе пыршăн проксималлă пайĕнче тăранса пурăнаççĕ тата аталанаççĕ.

Лямбли цистисем хытă каяшпа тухнă хыççăн нÿрĕ вырăнта 66–70 кун таран пурăнма пултараççĕ. Çемçе каяшра виçĕ эрне, кранри шывра виçĕ уйăх сыхланса юлаççĕ.

– Пирĕн республикăра лямблиозпа чирлекенсем нумаййăн-и?

– Лямблисем пур çĕрте те сарăлнă. Чăваш Республикинче ăна 26 административлă территорире регистрациленĕ.

Лямблиозпа чирлекенсем нумаййăн пулни хуçалăхпа йăлари тата производствăри юхса тухакан шывсене тасатманнине е çителĕксĕр тасатнине пула пĕвесемпе çĕр вараланнипе, çавăн пекех шыва паразитсенчен тасатасси кирлĕ пек маррипе çыхăннă. Атăл шывĕн тĕпчевĕн пробинче акă 2011 çулта 17,2 процентĕнче лямбли цистисене тупнă. Танлаштарма: 2010 çулта – 3,7, 2009-мĕшĕнче 9,4 процентĕнче.

2003 çулта ку инфекципе чирлекенсене 14 административлă территорире 446 тĕслĕх шута илнĕ пулсан, 2012 çулта 24 административлă территорире 1367 тĕслĕх. Лямблиоз ытларах Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар тата Тăвай районĕсенче сарăлнине палăртнă. Вăтамран чирлекенсенчен çуррийĕ 17 çула çитмен ачасем. 14 çула çитменнисем аслисенчен 4,5 хут ытларах чирленĕ.

Çакна та палăртмалла, лямбли цистисем вăрах, уйрăмах гигиенăна пăхăнмасан, пурăннине кура чир çемьери мĕнпур çынна, садикри, шкулти ытти ачасене те ерес хăрушлăх пысăк. Пÿрне ĕмекен, чĕрнесене, кăранташ-ручка кăшлакан ачасен 100 проценчĕпех лямблисем пур.

– Ку чир мĕнле ерет-ха?

– Тĕпрен илсен вăл чирлĕ çынран ерет. Килти (кушак-йытă) тата хирти (хăнтăр) чĕрчунсенчен те куçма пултарать. Ытларах чухне лямбли цистисем пур шывран, апат-çимĕçрен ерет. Лямблисем пĕр çынран теприне каяшсемпе, хăсăксемпе вараланнă япаласенчен, çимĕçрен, ÿт, çăвар, ар органĕсем, суран урлă ереççĕ.

– Клиника паллисем еплерех?

– Лямблиоз паллисем çаксем: вар-хырăм пăсăлни, каяш шĕвĕ пулни, метеоризм, хырăм пакăртатни е кăвапа тĕлĕнчен аяларах сылтăм енчен ыратни. Чирлекенсем какăрттарнине, лĕклентернине, хăстарнине, аппетит чакнине, хырăм тулса кайнине, чĕлхе шыççине палăртаççĕ. Тĕрлĕ степеньпе наркăмăшланма пултараççĕ, кун пек чухне çыннăн кăмăл-туйăмĕ çав тери кичем. Ахальтен мар ĕнтĕ Д.Ф.Лямбль хăй уçнă микроорганизма «кичемлĕх тата хурлану паразичĕ» тесе ят панă. Çавăн пекех çын тарăхма, макăрма пултарать, унăн пуçĕ ыратать, çаврăнать, ыйхи пăсăлать, температури сикет, аллерги пулать, аппетит чакать.

Чирĕн çивĕч тапхăрĕ нумая пымасть, темиçе кунтанах вăл вăрах тапхăра куçать. Юн анализĕнче эозинофили, лимфоцитоз тухать, чир сарăлнăçемĕн гипохромлă анеми пулать.

Лямблиозăн вăрах форми чухне ачасен те, аслисен те ÿчĕ пăсăлать, уйрăмах пит шурса каять. Чирĕн пĕрремĕш çулĕсенче ÿт тĕрлĕ тĕслĕ пулса каять, саралать. Каярах мăй, хырăм аякĕсем, хул хушши айĕнчи ÿт сăрă-хура-хăмăрланать.Юлашкинчен ал тата ура тупанĕсен тĕсĕ улшăнать. Малтанхи тапхăрта ÿте хĕрлĕ тĕс çапать, кайран вăл шупкаланать, типет.

Ачасемпе çамрăксен тута хĕрри кушăрхани, типни, çурăлни, çыртнă вырăнсем пулни те – лямблиозпа чирленин паллисем. Ку чирпе чирлекенсен çÿçĕ çÿхелет, вăл час ÿсмест тата тĕрлĕ тĕслĕ.

– Лямблиозран ăçта тĕрĕсленме пулать-ха?

– Ку тĕпчеве Чăваш Республикин гигиенăпа эпидемиологи центрĕн лабораторийĕнче тăваççĕ, адресĕ: Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 3-мĕш «д» çурт. Чирлисен 92–95 проценчĕ сывалать, анчах та ултă уйăхран анализсенче каллех лямблисем тухма пултараççĕ.

Енчен те лямблипе чирленĕ ачана е çынна тупса палăртсан кашни çемьере тата вĕренÿ учрежденийĕнче эпидемие хирĕçле мероприятисем ирттермелле.

– Ку чир ересрен мĕнле сыхланмалла-ха?

– Чи малтанах халăха ĕçмелли пахалăхлă шыпа тивĕçтермелле, санитарипе гигиена правилисене пăхăнмалла, вар-хырăм вăйлах пăсăлсан лямблиоз пурри-çуккине палăртса тĕрĕсленмелле, чирлĕ çынна вăхăтра пулăшу памалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика