29 ноября 2013 г.
Эвакуаципе Мускавран килнĕ Вера Матвеева хăйĕн шăпине ĕмĕрлĕхех пирĕн тăрăхпа çыхăнтарнă
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçиччен Матвеевсен туслă çемйи Мускавра, Хусан чукун çул вокзалĕ çывăхĕнчи Краснопруднăй урамĕнчи пилĕк хутлă çуртра, пурăннă. Питĕ вăр-вар та çăмăл кĕлеткеллĕ Верăна ашшĕпе амăшĕ балет шкулне вырнаçтарнă. Вĕрентекенсем пултаруллă хĕрача пысăк шанăç панине тÿрех асăрханă, унран паллă балерина пуласса шаннă.
Анчах Вера саккăрта чухне хăрушă вăрçă йăтăнса тухнă. Çапла, миллионшар совет çыннин пекех Матвеевсен те çутă ĕмĕчĕсем пăчланнă. Тăшманăн тĕп тĕллевĕ пĕр-ик уйăхра Совет Союзĕн тĕп хулине – Мускава тытса илесси пулнă. Çавăнпа вăрçă пуçлансан темиçе кунранах кунти заводсемпе фабрикăсене хĕвел тухăç еннелле куçарма тытăннă. Çавăн пекех çынсене те хуларан ăсатма пуçланă. Мускавран янă иккĕмĕш эшелон 1941 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнче Вăрнар чукун çул станцине çитнĕ. Эвакуаципе килнисем хушшинче Матвеевсем те – Вера, пиччĕшĕ Станислав, амăшĕ Капитолина Ивановна тата кукамăшĕ Василиса Степановна пулнă. Çакăн пирки Вера Петровнăна архивран панă справка та упранать. Ашшĕ, Петр Иванович, Мускаври секретлă заводра инженерта ĕçленĕ. Çак завода чи малтанхисен шучĕпе Куйбышев хулине куçарнă. Петр Иванович вăрçă чарăничченех унта çар хатĕрĕсем туса кăларассипе тимленĕ.
– Малтанлăха пире те ытти çемьесемпе пĕрле поселокри клуба вырнаçтарчĕç, – аса илет Вера Петровна. – Унтан Отиккăвă ялĕнчи пĕр çемьене куçарчĕç.
Паллах, чăвашла пĕр сăмах та пĕлмен Мускав вырăсĕсене ял пурнăçне хăнăхма малтанах йывăр пулнă. «Синкерлĕ кунсем-çулсем пурне те пĕр ĕмĕт-тĕллеве пурнăçлама – хаяр тăшмана çĕнтерме – пĕтĕçтерчĕç. Пурте туслă пулнă, вăй-хала шеллемесĕр фронта пулăшнă, – вăрçă çулĕсене куç умне кăларать Вера Петровна. – Ершепуçĕнче пахча-çимĕç – сухан, кишĕр типĕтмелли çурт пурччĕ. Вĕсене фронта ăсатма кунта ещĕксем те çапатчĕç. Анне бригадир пулнă май, эпĕ те аслисене пулăшма çÿреттĕм».
Ялти ачасем хушшинче ÿснĕ Верăпа пиччĕшĕ чăвашла пуплеме хăвăртах хăнăхнă. Сăмах май, халĕ Вера Петровна тепĕр чăвашран тасарах та хитререх калаçать. Мускав ачисем Ершепуç тата Кульцав шкулĕсенче вĕренсе пĕлÿ илнĕ. Пултаруллă Вера каярахпа чылай ĕçре пиçĕхет. Вăл пионерсен вожатăйĕнче те, воспитательте те, сутăçра та, товароведра та, патшалăх банкĕн суту-илÿ инспекторĕнче те тимлет, яланах ĕçченлĕхĕпе-тăрăшулăхĕпе палăрать. Обществăлла ĕçе те хастар хутшăнать – райпори ДОСААФ организацине ертсе пырать, суту-илÿ çыннисене винтовкăран тĕл пеме, Тăван çĕршыва сыхлама хатĕр пулма хăнăхтарать. Тĕл перессипе, чăн та, ăна çитекен пулман.
– Тĕл пеме Отиккăвăра пурăннă чухне хăнăхнă, – тет Вера Петровна. – Эпĕ пиччепе çывăхри вăрмана сунара сахал мар çÿренĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн хамăрăн пăшал пулнă. Ăна атте пире Мускавран ăсатса янă чухне парса янă. Поезд çине ларас умĕн мана çĕтĕк япалапа чĕркенĕ патак тыттарнине халĕ те лайăх астăватăп. Вăл пăшал пулнă иккен. Атте ухутана çÿреме юратнă. Тĕрĕссипе, эпĕ кайран та, шалти ĕçсен органĕсенче ĕçленĕ чухне, «Динамо» спорт обществи пистолетран тĕл перессипе ирттерекен ăмăртусене яланах хутшăннă, малти вырăнсене тухнă. Команда йышĕнче Выборг хулинче виçĕ хутчен пулма тÿр килнĕччĕ.
Вера Петровна Мускаври суту-илÿ институтĕнчен кĕретсĕр вĕренсе тухнă. Шупашкарта Шалти ĕçсен министерствин патшалăх пурлăхне çаратакансемпе тата спекулянтсемпе кĕрешекен уйрăмĕнче вăй хунă. Шалти ĕçсен органĕсенче 28 çул ытла тимлесе службăри тăрăшулăхшăн милици майорĕ медальсемпе кăкăр çине çакмалли паллăсене тивĕçнĕ.
Канăва тухнă хыççăн та Вера Петровна Ищенко алла усса лармасть. Ветерансен обществăлла канашне пилĕк çул ăнăçлă ертсе пынă. Сакăр вуннăри ветеранăн пушă вăхăт çукпа пĕрех. Çамрăк чухнехи пекех вăр-вар та çаврăнăçуллăскер пурнăçри тĕрĕсмарлăхпа вирлĕ кĕрешет, хăйсен хуйхи-суйхипе пыракансене вăй çитнĕ таран пулăшать, сĕнÿ-канаш парать.
– Чылайăшĕ темшĕн 13 чыслана хурлать. Мана вара çав числа телей парса тăнă пек туйăнать. Эпĕ августăн вун виççĕмĕшĕнче çуралнă. 1941 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнче эвакуаципе Чăваш çĕршывне килсе çитнĕ, кунта ÿссе-вĕренсе пурнăç çулĕ çине тăнă. Йывăр самантра пире кăмăлпа хăйсен çунатти айне илсе ура çине тăма пулăшнăшăн Чăваш çĕршывне, унăн халăхне, пуринчен ытла Вăрнар тăрăхĕнчи Отиккăвăпа Ершепуç çыннисене чĕререн тав тăватăп. Çавăнпах ĕнтĕ ĕмĕрлĕхех чăвашсем хушшинче юлтăм, – тет ветеран.
Çуллахи кунсенче ветеран хăйĕн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ иртнĕ Ершепуçпе Отиккăвăра пулма, пĕрле ÿснĕ тантăшĕсемпе курнăçма тăрăшать. Ку тăрăхра Вера Петровнăна пурте ырăпа аса илеççĕ.
Вениамин ИВАНОВ.