29 ноября 2013 г.
«Анне» – чи пĕрремĕш, чи хаклă, чи çепĕç ăшă сăмах. Мĕн чухлĕ вăй, мĕн чухлĕ юрату, мĕн чухлĕ асамлăх çак сăмахра!
Малтикас Ялтăра ялĕнчи культура ĕçченĕсем Анне кунне ирттерме тимлĕн хатĕрленчĕç. Килĕрен çÿресе амăшĕсене уява йыхравларĕç. Апат-çимĕç конкурсĕ савăнтарчĕ. Сцена çинче виçшерĕн ăмăртрĕç. Тем тĕрлĕ пултарулăх тыткăнларĕ пухăннисене. Ачасем «Ытарайми анне сăнарĕ» конкурса хутшăнса хăйсен ÿкерчĕкĕсене кăтартрĕç. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен пепкисене чи хаваслă самантсенче ÿкерсе илнĕ, «Пĕчĕк çеç пепкеçĕм» («Маленькое очарование») фотовыставка йĕркеленĕ.
Уявра чи нумай балл пухса Кăмпалти Александра Петрова çĕнтерчĕ. Вăл çак яла Беларуçрен качча килнĕ. Унтанпа виçĕ çул кăна иртнĕ пулин те чăваш кĕпипе саппунне тăхăнса, тенкĕсем çакса чăваш ташшине питĕ çаврăнăçуллă ташласа кăтартрĕ.
Малтикас Ялтăрари Оля Афанасьева чиканла пĕтĕрĕнсе çил-тăвăл кăларчĕ. Елена Германова кадрилĕпе тĕлĕнтерчĕ. Ку конкурсра вĕсене хăйсен «тĕпренчĕкĕсем» хытă пулăшрĕç. Валентина Зайцева (Кăмпал) «Анне» юрăпа саламларĕ.
Юлашкинчен пурте пĕрле хăналанчĕç, асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.
Н.ИВАНОВА.