27 ноября 2013 г.
Пĕтĕм Раççейри массăллă спорт ăмăртăвĕсене район шайĕнче те ирттерме тытăнни юлашки вăхăтра предприяти-организацисенче ĕçлекенсене те хăйсен спортри пултарулăхне тĕрĕслеме, вăл е ку тĕспе командăсем йĕркелеме май пачĕ. Чи пысăк чупусенче – «Наци кросĕнче», «Раççей йĕлтĕр йĕрĕнче», прессăн спорт фестивалĕнче – ĕç коллективĕсем ушкăнпах старта тухнине пăхма кăмăллă.
Чи массăллă хутшăнакансем – район администрацийĕн, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн ĕçченĕсем. Вĕсене ку енĕпе «хăвалакансем» те пур – районти тĕп больницăра тимлекенсем.
Ÿт-пÿ илемлĕхне сыхласа хăварма, çирĕплĕхне тытса пыма шур халатлисене çулталăкра икĕ хутчен медицина ĕçченĕсен профсоюз комитечĕ ирттерекен отрасль спартакиади вăйлах пулăшать. Чупасси, ишесси, йĕлтĕр, стритбол, сĕтел çи теннис, футбол, волейбол... – программа кашнинчех пуян.
– Кĕлетке хитрелĕхĕ, командăпа ĕçлеме пĕлни – пирĕн профессире те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Спорт çак пахалăха аталантарма пулăшать, – тет медицина ĕçченĕсен вырăнти профсоюз организацийĕн председателĕ Людмила Владимировна Евстафьева.
Ноябрь пуçламăшĕнче кăна Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви йĕркеленипе муниципаллă районсенчи медицина учрежденийĕсен ертÿçисем черетлĕ спартакиадăра вăй виçнĕ. Унччен маларах – медперсонал тĕрлĕ тĕсре кĕрешнĕ.
Камсем-ха районти тĕп больницăн спортри маттурĕсем; Людмила Владимировна ача-пăча консультацийĕн медсестрине Эльвира Романована ахальтен чи малтан асăнмарĕ, ахăртнех. Вăл темиçе çул ĕнтĕ йĕлтĕрпе районти ăмăртусенче хăйĕн ÿсĕмĕнче çĕнтерĕве алăран ямасть. Тытăмри хĕллехи спартакиадăра кăçал республикăра виççĕмĕш пулнă.
Çакна та каламалла, Романовсен çемйине кашни ăмăртурах курма пулать. Ашшĕ-амăшне кура ачисем те сывă пурнăç йĕркипе пĕчĕкренех туслă. Александр ывăлĕ юлашки çулсенче çуран чупассипе те, йĕлтĕрпе ăмăртассипе те районта кăна мар, республикăра та чи лайăх результатсем кăтартать. Кăçал аслă шкула вĕренме кĕчĕ, спорта пурпĕр пăрахмасть. Чăваш ен Пуçлăхĕн ку çулхи стипендиачĕ.
Надежда Романова медицина сестрине те чупу трассинче кашни ăмăртурах курма пулать. Вăрăм дистанцисене çăмăллăн çĕнет, спринтра çиçĕмле вĕçтерет. Кăçал акă «Нацисен кросĕнче» çĕнтерÿ пьедесталĕн виççĕмĕш пусми çине хăпарма тивĕçнĕччĕ.
Ку ăмăртурах 50 çултан аслисем хушшинче Галина Александрова санитарка кĕмĕл, клиникăпа диагностика лабораторийĕн санитарки Алина Митрофанова бронза призерсем пулса тăнăччĕ. 2013 çулхи старта районти тĕп больницăра тимлекенсем пĕтĕмпе вун пиллĕкĕн тухнăччĕ.
Шур халатлисем районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат парнисемшĕн иртекен чупăва та çулсеренех хутшăнаççĕ. Кăçал васкавлă пулăшу машинин водителĕнчен Дмитрий Тимофеевран, Алина Митрофановаран, Надежда Романоваран тата Сергей Иванов акушер-гинекологран тăракан команда виççĕмĕш пулнăччĕ.
Спорт хастарĕсен йышне çавăн пекех васкавлă пулăшăвăн фельдшерне Владимир Спиридонова, ун çемйине – Елена мăшăрĕпе Святослав тата Вячеслав ывăлĕсене, куç тухтăрĕн медсестрине Алена Константинована, клиникăпа диагностика лаборанткине Алена Алексеевана та кĕртмелле.
– Вырăнта та, хамăр больницăра, тĕрлĕ енпе ăмăртусем ирттернĕ пулсан, результатсем тата лайăхрах, спортпа туслисен, ăмăртусене хутшăнас текенсен йышĕ тата пысăкрах пулмалла. Çавăнпа та планра хамăр ĕçченсем хушшинче те спартакиада чĕртес шухăш пур, – пĕлтерет Людмила Евстафьева.
С.ЧИКМЯКОВА