Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕттĕмре тертленетпĕр

27 ноября 2013 г.

Хураçырма ялĕн икĕ енлĕ урамĕсем çухрăм çурă тăсăлаççĕ, вĕçĕнче тата пĕрер кĕске урам. Ял хушшинче хытарнă çул çур çухрăм еннелле кăна. Уйрăмах кĕрхи тĕттĕм кунсенче пирĕншĕн терт-асап. Йĕпе-сапа чухне пылчăка путса ларатăн е темĕн çине пырса тăрăнатăн. Халĕ çĕр шăнтрĕ те такăнса ÿксе ÿт-пĕве ыраттаратăн. Тĕрĕссипе, эпир урамсене çутатакан хунарсем çуккине пула асапланатпăр. Унччен юпасем çинче лампочкăсем шăкăриехчĕ, каçсерен çÿреме те меллĕччĕ. Çутă панăшăн тÿлейменшĕн такамсем хунарсене татса кайрĕç. Çакă вара халăхшăн тăрăшни пулчĕ-ши;

Ял çыннисен çĕрле те урампа утма тивет. Халĕ тата ирхине те тĕттĕм. Ĕçе çÿрекенсене питĕ хĕрхенес килет. Юр выртнă пулсан тата аптрамалла марччĕ.

Урамсене çутатма кирли пирки Ершепуç ял тăрăхĕн пуçлăхне асилтерсех тăратпăр. Анчах вăл хăнк та тумасть.

Анатолий АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика