Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурпĕрех çакланнă

27 ноября 2013 г.

Иртнĕ эрнере Вăрнарти ведомствăна пăхăнман хурал пайĕн сотрудникĕсем автомашинăсене тустарса çÿрекенсене алăранах çулса илнĕ.

Юн кун ир еннелле хурал пайĕн дежурствăри экипажĕ поселокри Çеçпĕл урамĕнче ВАЗ-2106 машинăпа юнашар тăракан çамрăксене асăрханă. Патруль автомобильне курсанах хайхисем тĕрлĕ еннелле тарса пытанма хăтланнă. Вĕсенчен иккĕшне полицейскисем инçе тарма паман, тÿрех тытса чарнă. Анчах мĕншĕн хăйсене çакăн пек тытнă-ха çамрăксем; Ахальтен мар иккен. Полици сотрудникĕсем машинăна тĕрĕслеме шутланă – кунта урапасем тата магнитола выртни курăннă. Ку япаласем ăçтан тупăннине çамрăксем нимле те тăрлавлă ăнлантарма пултарайман. Вĕсене полици пайне илсе килме тивнĕ.

Вăрнарти ведомствăна пăхăнман хурал пайĕн пуçлăхĕн сăмахĕсем тăрăх, вун улттăри çамрăк хăйĕн тус-юлташĕсемпе пĕрле амăшĕн машинипе поселока килнĕ. Çула май вĕсем пĕр ялта машина салонĕнчен икĕ урапа йăкăртма ĕлкĕрнĕ. Транспорт хатĕрĕпе тахçанах усă курман пирки хуçисем алăкĕсене те питĕрмен пулнă мĕн.

Поселокра вĕсем алăкĕсене питĕрмен тепĕр автомобиле шыраса тупнă. ВАЗ-21074-ран магнитола кăларса илнĕ.

Ушкăнра кам пулнине полици ĕçченĕсем пурне те палăртнă ĕнтĕ, тĕрĕслевсем пыраççĕ.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика