27 ноября 2013 г.
Пуканкассинчи сакăр вун иккĕри Мария Никитична Павлова хăйĕн пулас эрешĕсене тĕлĕкре курать
Çулла Ярмушка тăрăхĕнчи ялсен уявĕнче пулса курма тÿр килнĕччĕ. Харпăр хăй пултарулăхĕпе паллаштарма кăмăл тунисем кашни ялтанах йышлăн тухнă.
Мана вара Пуканкассинчи сакăр вун иккĕри ал ĕç ăсти хăйĕн эрешĕсемпе тыткăна илчĕ. Унпа çывăхарах паллашас килчĕ. «Мария Никитична Павлова», – терĕ аллине туя тытнă çÿллех мар хĕрарăм. Калаçнă май вăл тăватă ача амăшĕ пулнине пĕлтĕм. Питĕ шел, анчах виççĕшĕн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă. Юратнă мăшăрĕ Алексей Павлович йывăр чире пула ултă çул вырăнпах выртать. Çапах та çак чăваш хĕрарăмĕ пуçне усмасть, йывăрлăхсене çĕнтерме тăрăшать. Хупăрланă хуйхи-суйхине ал ĕçĕпе иленсе кăштах та пулин çăмăллатасшăн.
– Юлташсем, кÿршĕсем патĕнче е хăнара курнă тĕрĕ-эреше лайăх ас туса юлатăп та килте тÿрех ÿкерсе хуратăп, – тет Мария Никитична. – Ытларах чухне эрешсем тĕлĕкре курăнаççĕ, вăрансан çийĕнчех хут çине ÿкеретĕп е тĕрлесе пăхатăп.
Мĕн кăна ăсталаман пуль М.Павлова: тутăрсем, кофтăсем, пукан, минтер çине витмеллисем, минтер пичĕсем, пĕчĕк кавирсем...
– Эсир çак илемлĕ япаласене сутатăр-и; – кăсăклантăм.
– Çук, сутмастăп, парнелетĕп, – йăл кулса хуравларĕ кинемей, – çынсем мана ырăпа аса илсе пурăнччăр...
Мĕн тери ăшă та лăпкă пулса кайрĕ çак сăмахсене илтнĕ хыççăн. Ĕмĕрсем хушши ламран-лама пыракан ăсталăха упрать Мария Никитична. Кашни эреше илемлĕх парса малашлăх çинчен шутлать. Кинемейрен вĕренсе юлмалли чылай.
Мана, тĕрĕссипе, чăваш хĕрарăмĕ хăйĕн шалти иксĕлми вăйĕпе, ĕçченлĕхĕпе, йывăрлăх умĕнче пуçне усманнипе тĕлĕнтерет. Ырлăх-сывлăх пултăрччĕ, Мария Никитична!
Надежда НАЛИМОВА.