25 ноября 2013 г.
Пирĕн килтен вăрçа умлăн-хыçлăн виçĕ арçын тухса кайнă. Атте, Игнатьев Петĕр, Сталинграда хÿтĕленĕ. Тăхăр уйăхран, декабрĕн 12-мĕшĕнче, фронтран ун пирки хура хут çитнĕ. Анне вара тата икĕ ывăлне хăрушă вăрçа ăсатнă. Вун çиччĕри Унтри 1943 çулта Смоленска ирĕке кăларнă çĕрте çапăçнă. Хĕритуна шăпа Инçет Хĕвелтухăçне хăваланă. Çамрăк салтаксене минометран пеме хăнăхтарнă. Япони чикĕри часовойсене пĕрмай тапăннă. Хĕритун чутах йывăç тăрринче пытаннă самурай мăшкăлĕ пулман.
Çĕнтерĕве Китай çĕрĕ çинче уявланă. Апат çимессерен малтан пиччесене асăнса апата чĕнеттĕмĕр. Анне: «Петĕр, эсĕ те кил, вырнаç сĕтел хушшине», – тетчĕ. Хăйĕн икĕ куçĕнчен шăпăртатсах куççуль юхать. Пĕрре хăнăхнă йăлана пиччесем таврăнсан та манаймарăмăр. Анне тата 56 çул аттене асăнмасăр кашăк тытмастчĕ. Хĕритун таврăнни асра. Ирхине çумăр çуса иртнĕ. Кăнтăрла хĕвел хитрен çиçет. Пичче Вăрнара çитнине такам аннене малтанах пĕлтернĕ. Эпир пурте урама тухнă. Укăлча енне пăхса тăратпăр. Аслă пичче мана çÿле çĕклесе чуп турĕ. Ултă тăванран вăл чи асли, эп кĕçĕнни, унран сăпкара юлнă, халь ак çичче пуснă.
Кучченеçĕсемпе пурне те хăналама тăрăшрĕ, парнесемпе савăнтарчĕ. «Салтак ĕçки» те майлашăнчĕ. Хурăнташсем йышлă пухăнчĕç. Нумай калаçса ларчĕç. Кил-çурта çĕнетĕпĕр, пĕр пулса тăрăшăпăр, терĕç. Тепĕр кунне ирпе мана галифе шăлаварпа гимнастерка тыттарчĕ. Ялти паллă çĕвĕç патне тухса утрăм. Çапла мана ача виçипе майлаштарнă çĕнĕ костюмпа хавхалантарчĕç. Пуçа тăхăнма карттус çĕлерĕç. Урара атă кирлĕ те... Пĕчĕклех салтак тумĕ тăхăнтăм. Хулпуççисене пакун çĕлесе панă. Шÿтлеме юратакансем ман умран-хыçран чыс парса иртеççĕ.
1947 çулхи майăн 1-мĕшĕ. Пилĕк çул канăва пĕлмесĕр колхозра ĕçлетĕп. Ялта пĕве турăмăр. Пысăк бригадăна мана шанчĕç. Парти членĕ пулнă май, ялти организаци ĕçне темиçе хутчен ертсе пыма тиврĕ. Колхозсем пысăкланма тытăнсан, председатель заместителĕ, ĕне фермин заведующийĕ пултăм.
Шел, Александр Васильевич Суворов ячĕ те çăлаймарĕ, кĕшĕл кĕрлесе тухнă усламçăсем колхозра çур ĕмĕр ытла пуçтарнă пурлăха тем вăхăтра тустарса салатрĕç. Çĕнĕ буржуйсем халăх куççулĕ çинче телей курасшăн.
...Иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕнчи çăварни эрни. Пĕр каçхине аннене краççын çутма хушнă сасăпа тăрса лартăмăр. Пÿрт çутăлсан мана сăмсаран ачашшăн тытса: «Савăнăр, сире валли хитре инке илсе килтĕмĕр!» – терĕç. Кусем пиччен хăйматлăхĕсем Павăл Степанчăпа унăн арăмĕ Нина Даниловна пулчĕç. Аппана çăмарта яшки пĕçерме хушрĕç. Хĕрарăмсем кăмака умĕнче тĕрмешрĕç. Анне пуçламан çăкăрпа чăкăт хатĕрлерĕ. Çамрăксене ырă сăмахсем каласа пиллерĕ. Пилне хăш вăхăтра хатĕрленĕ-ши; «Пĕр-пĕрне савса-юратса пурăнăр... Пĕрне пĕри ан улталăр... Укçа-тенке пĕрле тыткалăр... Выльăх-чĕрлĕх нумай усрăр... Çынна ан хапсăнăр... Çын япалине урамра выртсан та ан тĕкĕнĕр... Ачăрсене те çаплах вĕрентĕр... Вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр. Çăкăр-тăвартан ан татăлăр...». Çав сăмахсем ялан асра. Аслă инке ялти чи хисеплĕ çемьере çитĕннĕ. Ватă аслашшĕ, Ваçлей Иванчă, çемье пуçĕ, питĕ сумлăччĕ. Ашшĕ, Çемен Ваçильч, чаплă столяр. Амăшĕ, Перасковия Никоноровна, колхозра пĕр ĕçрен те юлман. Виçĕ хĕрне пĕчĕкрен мĕн пур ĕçе вĕрентнĕ.
Унтанпа ĕнтĕ утмăл виçĕ çул иртрĕ. Виçĕ ывăлпа икĕ хĕр ÿстерсе вĕçтерчĕç тăванăмсем. Леонид Шупашкарта вырнаçрĕ. Геннадий Карелинче Костомокша хулинче пурăнать. Валя Шупашкарта тĕпленнĕ. Владимир Çĕнĕ Шупашкарта. Ирина Мускавра. Пиччепе инкене вунă мăнук, сакăр кĕçĕн мăнук савăнтараççĕ. Тĕп килтен уйрăлса виçĕ пÿрт лартса кайăк вĕçсе тухайми кил-çурт çавăрчĕç. Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче манăн аслă пичче 90 çул тултарчĕ. Инке унран çичĕ çул кĕçĕнрех, чÿк уйăхĕнче çуралнă. Ветерансем чылай медале тивĕçлĕ пулчĕç. Шăкăл-шăкăл, çураçуллă пурăнаççĕ. Телейĕр ан иксĕлтĕр, Харитон Петрович, Домна Семеновна!
Василий ПЕТРОВ.
Туçи Çармăс.