Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нимĕнле ĕçрен те хăрамасть

25 ноября 2013 г.

Нимĕнле ĕçрен те хăрамасть

Пултаруллă та ăста специалист, кахалланма пĕлмен çын нихăçан та ĕçсĕр лармасть. Вĕсене предприяти-организацисенче яланах ырă сунса та хапăлласах кĕтеççĕ, хаклаççĕ. «Хăть мĕнле ĕç патне те алли ларать», – теççĕ ун пеккисем çинчен. Вĕсен йышне «Сельхозэнерго» тулли мар яваплă обществăра чылай çул вăй хуракан Геннадий Кириллович Кушакова та кĕртес килет.

1995 çулхи октябрь уйăхĕнчен ĕçлеме тытăннă вăл ку организацире. Электромонтажник тивĕçĕсене ăста туса пынисĕр пуçне сварка ĕçĕсене маçтăрла пултарать, ытти хушу-ĕçсене пурнăçлама та нихăçан та ÿркенмест. Коллективра чи ятлă-сумлисенчен пĕри.

«Сельхозэнерго» общество, тĕпрен илсен, электромонтаж енĕпе, пушар сигнализацине вырнаçтарассипе тата ыттипе тимлет. Ĕç объекчĕсем хамăр районта кăна мар, пĕтĕм республикипех сарăлнă. Организаци аталанăвне, ÿсĕмлĕхне Геннадий Кушаков пысăк тÿпе хывнине ертÿçĕ те уйрăммăн палăртать.

– Ылтăн алăллă специалист вăл. Ун пеккисене тупма халĕ питĕ йывăр. Уйрăм çынсене электромонтаж енĕпе пулăшать-и, пысăк объектсенче тăрăшать-и – тытăннă хăть мĕнле ĕçе ялан типтерлĕ те яваплăхпа тăвать. Клиентсем те унăн ĕçĕпе кăмăллă юлаççĕ, ун ячĕпе ырă сăмахсем каласа тав тăваççĕ, – мухтать Геннадий Кушаков электромонтажнике «Сельхозэнерго» общество ертÿçи Леонид Елизаров.

И.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика