25 ноября 2013 г.
Вунă-вун икĕ çул каялла Кульцав çулĕпе çак шоссерен Кушлавăша каякан çул айккипе хыр-чăрăшпа хурăн хунавĕсем лартса чĕртрĕç. Вĕсем, телее, вăрмантипе пĕрех ÿссе хăпарчĕç. Хĕллесенче çула хÿтĕлеççĕ, ытти вăхăтра тавралăха илем кÿрсе лараççĕ, уй-хире вăйлă çилсенчен картлаççĕ. Аркатса тустаракана варвар, вандал теççĕ-и-ха; Çавăн йышшисем пирĕн енче те тупăнчĕç. Вĕсем тĕрĕс-тĕкел ларакан паха хурăнсене милĕк тума тĕпрен касаççĕ. Кÿстÿмĕр енне вăрмана тухасшăн мар, мурсем! Кушлавăша кĕрекен çул тăрăх хыр-чăрăша туратран иртеççĕ, юпа евĕр тăратса хăвараççĕ. Йĕкелшĕн çапла хăтланаççĕ. Янттипе услам тăвасшăн. Ершепуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.И.Музяков çакна пĕлет, курать, куç айĕн пăхкаласа тăрать, анчах мерăсем йышăнма васкамарĕ, эп, сăмахран, акт çырнă эпизод пирки илтмен. Сăтăрçăсем куç кĕретех ирĕклĕн алхасаççĕ-çке!
А.АЛЕКСЕЕВ.
Хураçырма.