25 ноября 2013 г.
Пулă çыншăн питĕ паха продукт. Патшалăх инспекторĕ Татьяна Владимирова асăрхаттарнă тăрăх, таса мар шывра тытнă пулă холерăпа, чумапа, лептоспирозпа тата ытти амакпа аптăратма пултарать. Çыншăн пулăри тата унран хатĕрленĕ продукцири микроорганизмсем тата вĕсен токсинĕсем хăрушă шутланаççĕ, органикăлла мар япаласем (хура тăхлан, пăхăр, цинк, мышьяк тăварĕсем, фтор хутăшĕсем) е органика хими хутăшĕсем (пестицидсем, гербицидсем) пурри те сывлăхшăн япăх.
Анлă сарăлнă чирсен шутне описторхоз тата дифиллоботриоз текеннисене те кĕртмелле. Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр описторхоз çаклатнă 45 тĕслĕхе шута илнĕ. Çав йышра 17 çула çитмен ача та пур. Пулла чĕрĕлле, çителĕксĕр ăшаласан е тĕрĕс мар тăварласан описторхоз ятлă хуртсем ертме пулать. Вĕсем пĕвере япăх витĕм кÿреççĕ. Холецистит, цирроз чирĕсене аталанма пулăшаççĕ. Чи малтанах температура хăпарса каять, сыпăсем тата тĕртĕмсем ыратма пуçлаççĕ, ăш пăтранать, хырăм пăсăлать, шатрасем тухаççĕ.
Дифиллоботриоз – çыншăн кăна мар, кушак-йытăшăн та, тилĕшĕн тата ытти чĕр чуншăн та хăрушă мур. Пулăсене хăйсене чире яракан хуртсем – лентецсем – раксенчен куçать. Ку мур çын организмĕнче çÿхе пыршăлăхăн çÿлти пайĕнче вырнаçса 25 çул таран пурăнаять. Чир паллисем – вăй чакать, аппетит пĕтет, чĕре ĕçĕ пăсăлать, хырăм асаплантарать тата пуç ыратать, ыйхă килмест.
Пулăра асăннă пĕр хурта кăна тупсан та ăна ятарлă технологипе сиенсĕрлетмелле. Сăмахран, çăрттана, шампана, уланкăна, кăртăша шăнтмалла: описторхозран – 40–28 градус сивĕре 7–32 сехет, лентецран – 27–12 градусра 12–72 сехет.
Сăмах май, управлени специалисчĕсем пулă ĕрчетекен хуçалăхсене тĕрĕслесех тăраççĕ. Палăртмалла, вĕсем санитарипе ветеринари нормисене пăхăнса ĕçлеме тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр тĕрĕсленĕ хуçалăхсенче асăрхаттарусем пулман. Ытти çулсенче пулла ятарлă документсăр сутнăшăн штраф тÿлеттернĕ тĕслĕхсем пулнă.
Пĕлтĕр республикăра пулла (Раççейре тытни пирки сăмах пырать) тата унран хатĕрленĕ продукцие пахалăхсăр тирпейленине, тĕрĕс мар упранине тата турттарнине пула çаврăнăшран кăларни те пулнă. Ытларах чухне типĕтни, тĕтĕмлени, тăварлани иккĕленÿ çуратнă – 3,67 тонна сутлăхран кăларнă. Пĕтĕмпе вара 8,641 тонна пулă тата унăн продукцийĕ ветеринари службин ĕçченĕсене тивĕçтермен.
Н. Васильева.