Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куçкĕрет хăрушлăх

25 ноября 2013 г.

Мускав! Раççей тĕп хули? Юлашки вунă çул хушшинче кунта мигрантсен ыйтăвĕ хытă çивĕчленчĕ. Вĕсен шутне халлĕхе никам та тĕрĕс калаймасть. Пĕрисем, влаçрисем, икĕ миллион теççĕ. Теприсем, социологсем, çакăнтан виçĕ хут та ытларах пулĕ тесе шутлаççĕ. Мĕншĕн тесен Мускав территорийĕ унчченхинчен икĕ хут ытла анлăланчĕ. Çĕршывĕпе мигрантсем халь 15 миллион. 2050 çул тĕлне ку йыш çур миллиардран кая мар пулать («Аргументы и факты», " 42, 2013 ç.). Çирĕм пĕрмĕш ĕмĕр вĕçнелле 7 миллиарда капашать. Вырăссем халех çулсерен пĕр миллиона яхăн катăлса пыраççĕ. Раççее хĕстерсе вакласшăннисем хамăр çĕршывра та тупăнчĕç. Пуянсен тулăх пурăнас килет, анчах хăйсем ĕçлесшĕн мар, мигрантсен тарĕпе пурлăх пухасшăн. Ачасем çуралаççĕ-ха, вĕсем çинчен шутламалла пек. Хăрушла статистика: халăхăн 80 проценчĕ чĕлĕмле, эрехле, наркотикла тăван ашшĕ-амăшне сутма хатĕр. Ачи-пăчи çине хăпарса таптакансене кăтартаççĕ. Масарсемпе больницăсем тар кăларса ĕçлес вăхăтри çынсемпе тулса ларнă. Раççей çак таран халсăрланни халиччен пулман.

Хам тĕме тепĕр хут илетĕп. Çавалкас. Кустинсем, Виноградовсем, Капитоновсем... Çитмĕл тĕлĕнче пыраççĕ. Аш-пăш, сĕт-çу, пахча-çимĕç йăтăнтарса хатĕрлеççĕ. Анчах апатпа, ĕçме-çимепе аташмаççĕ. Хăйсен тивĕçне хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе миçе хут пурнăçланă-ши;

Чăваш ене, паллах, малтан хамăр района сĕнес килет. Пăхăр пире Кустинсене, Виноградовсене, Капитоновсене! Ан хăвалăр халăха катара, калăпăр, Мускав таврашĕнче тертленме. Чăваш ене те, тепĕр майлă хăват енне çавăрса хурăпăр. Çуралнисенчен хăть çурри 70 çула çитиччен пархатарлă пурăнса пырсан, Чăваш халăхĕн вăй-халлă чапĕ те хăпарса кайĕ.

Тĕрлĕ наркăмăшсемпе çыхăннă çынсене хăйсен ачисене, мăнукĕсене, ытти тăванĕсене куçран тинкерсе пăхма сĕнетĕп. Камсене ÿстеретпĕр; Вĕсене мĕнле çĕршыв парнелетпĕр; Раççее, чĕрĕ çут çанталăка сыхласа хăварма шанчăк пур-ха. Çапах та, ырантан ырана кăпшакланса пырсан кая юлатпăр.

Петр АРТЕМЬЕВ.

Вăрнар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика