15 ноября 2013 г.
Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăка хутшăнса чылай çĕрте пысăк ĕç тума пултарчĕç.
Анчах Ершепуç тăрăхĕнчи ялсенче ку енĕпе мухтанмалли çукрах. Калăпăр, кĕркунне
йывăç-тĕм лартакан пĕр çынна та курмарăм. Унчченхи çулсенче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ
хăй те хутшăнатчĕ çак пархатарлă ĕçе.
Виçĕ-тăватă çул каялла эпир, Хураçырмари çутçанталăк тусĕсем, çырма пуçне
вăрмантан кăларса çĕршер йывăç-тĕм лартса хăварнăччĕ. Кашни çулах лаптăка çĕнĕ
хунавсемпе сарса пыратпăр. Шел, кăçал пĕр çын та кĕреçе йăтса тухмарĕ.
Мана ялти хăшпĕр ырă мар чунлă çынсен путсĕрлĕхĕ шутсăр тĕлĕнтерет. Эпир
йывăç-тĕм лартнă лаптăка ĕне касуне юриех кĕртсе яраççĕ. Çапла мĕн чухлĕ хунава
путлантарчĕç. Паян кун та çĕмĕрттереççĕ. Хăшĕ-пĕри, çынна курайманлăхне
шăнараймасăр, йывăçсене хуçма-тăпăлтарма та именмест-çке. Мĕншĕн çапла выльăхла
хăтланатăр тесен, виçĕ хутлă сăмахсемпе сирпĕнтереççĕ. Хăвăн анкартине кайса
лартса вăрман ту, текенсем те çук мар. Çутçанталăка сăтăр туни хăйсенех пырса
тивессе темшĕн шута илмеççĕ.
А.АЛЕКСЕЕВ.