Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Православи энциклопедийĕ

15 ноября 2013 г.

Хирпуç ял библиотеки çулсерен пуянланса пырать. Кăçал кÿрсе килнĕ
кĕнекесенчен «Православи энциклопедине» палăртмалла («Православная
энциклопедия». М. 2011.). Çÿлĕк çинче халлĕхе 29 том вырнаçнă (А–К с.п.),
малалли томĕсем те килсе çитмелле.

Энциклопеди мана интереслентерчĕ. Малтанах аннем ячĕпе хамăн ят
христианствăра мĕнле палăрнине вуласа пĕлтĕм – çветтуйсем пулнă иккен.

Иакинф атте (Никита Бичурин) кĕнĕ-ши кунта тесе шырарăм, тупăнчĕ, портречĕ те
пур. Мухтаса çырнă, килĕшрĕ. Чăваш литературине вĕрентекенсемшĕн питĕ лайăх
материал: учебник-хрестоматире Н.Бичурин çинчен ун чухлĕ ырласа уçса паман.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Вăрнарти Православи Храмĕ Георгий Победоносец ячĕпе
хисепленет. Асап тÿснĕ ку çвятой çинчен анлă çырса кăтартнă энциклопедире. Ăна
эпир мифологи геройĕ теме хăнăхнă-ха, анчах вăл чăн пурнăçран мифологие куçнă
пуль çав.

Православи энциклопедийĕнче хамăр çĕршыв историйĕпе çыхăннă материал пайтах.
Историпе географи предмечĕсене вĕрентекен учительсем валли тем те пур: тĕнчери
кашни патшалăх çинчен (патшисем çинчен те), паллă хуласем çинчен тĕплĕн
ăнлантарса уçса кăтартнă, пурне те алфавит тăрăх шыраса тупмалла.

I, II томсемпе тĕплĕнрех паллашнă май акă мĕн асăрхарăм: 1918 – 1938 çулсенче
уйрăмах вырăс Православи чиркĕвĕн çыннисене хытă хĕсĕрленĕ. Пысăк санлă, аслă
чинлă священнослужительсене арестлеме пуçланă – 66 Александр, 38 Алексий, 10
Андрей, 12 Анна. Вĕсене тĕрлĕ вырăнта, тĕрлĕ вăхăтра арестленĕ, унтан персе
пăрахнă е тĕрмесемпе ĕç лагерĕсене ăсатнă, шыва путарнă – пурне те вĕлернĕ.
Чиркÿсене ишнĕ-аркатнă çулсенче мĕн чухлĕ пачăшкă пĕтнĕ пулĕ – вĕсем
энциклопедие кĕмен. Çак хăрушă синкерлĕх нихăçан та каялла ан таврăнтăрччĕ.
«Православи энциклопедийĕ» вулакансем патне çитни ырă пулăм тесе шутлатăп. Тĕн,
истори, искусство, литература, культура ĕмĕртен пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă.

Пил те сăвап пултăр пурне те.

И.ФЕОФАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика