15 ноября 2013 г.
– Çак çула çитетĕп тесе нихăçан та шутламан, ĕмĕтленме те пултарайман.
Ачалăхран пуçласа вăрăм ĕмĕрĕн кашни самантне астăватăп. Каласа кăтартмалли
темĕн чухлех, – терĕ Хветура аппа – Федора Григорьевна Иванова.
Вăл 1918 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче хальхи Красноармейски районне кĕрекен Туçи
Чуракасси ялĕнче ятлă-сумлă, ун чухнехи вăхăтпа шутласан, пуян çемьере çуралнă.
Ашшĕ-амăшĕ ĕçе юратакан, ларма-тăма пĕлмен çынсем пулнă. Кил карти тулли
выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усранă. Тырри-пулли – кĕлет тулли. Çакă, паллах,
ĕçлемесĕр, тар тăкмасăр пулман. Хветура аппа, çемьере асли пулнă май, пĕчĕклех
килти ĕçе кÿлĕннĕ. Ялти шкулта 4 класс пĕтернĕ хыççăн Шывпуç Чуракассинче 7
класс вĕренсе тухнă. Вăл тата малалла вĕренме ĕмĕтленнĕ. Анчах ун чухнехи
саккунпа пуян ачисене вĕренме яман.
«1936 çулта килти пур пурлăха лашасемпе тиесе тухса кайрĕç. Пурнăç питĕ
йывăрланчĕ, – калаçăва тăсать Хветура аппа. – Килти пурлăхшăн налук капашсăр
пысăк хунă. Çавăн пирки атте хăйĕнпе пĕрле Канаша плотина тунă çĕре ĕçлеме илсе
кайрĕ. Иккĕн тар тăкса илнĕ укçапа атте налук парса татрĕ те пире колхоза илчĕç.
Тинех пирĕн çемьешĕн çул уçăлчĕ. Эпир пурте пĕрлешÿллĕ хуçалăхшăн тăрăшма
пуçларăмăр».
Пурнăç малалла шунă. Колхоз çултан-çул аталаннă. Пĕррехинче районтан хушу
çитнĕ: колхозран Канаша шоферсен курсне пĕр çынна вĕренме ямалла. Анчах тĕрлĕ
сăлтава пула курссене яма арçын тупаймаççĕ. Ял çыннисем Хветура колхозра
пархатарлă, шаннă ĕçе вăхăтра, тирпейлĕ, вăрт-варт туса пынине шута илсе ăна
шофера вĕренме яма йышăнаççĕ.
– Ку хыпар кĕтмен çĕртен пулчĕ. Урана, çие тăхăнмалли те çук. Çавах каятăп,
манăн питĕ вĕренес килет, терĕм шутласа тăмасăрах, – куççуль витĕр аса илет
Хветура аппа.
Çав кунах колхоз председателĕ Егор Спиридонович Спиридонов ăна Канаша илсе
каять. Анчах пĕр пăтăрмах сиксе тухать – Хветура аппана вун саккăр тултарман
тесе йышăнмаççĕ. Ирĕксĕрех таврăнма лекет. Е.Спиридонов ыйтнипе ялсовет
председателĕ Хветура 1917 çулта çуралнă тесе суя хут çырса парать. «Мĕн тăвăн,
колхоза шофер кирлĕ-çке», – тенĕ председатель. Çапла Хветура курссене вырнаçнă.
Вĕреннĕ хушăра ăна Шăхасана практикăна янă. Ĕçленĕшĕн 100 тенке тивĕçнĕ. «Ку
маншăн пысăк парне пулчĕ. Çак укçапа хама валли тăхăнмалли туянтăм», – савăнăçне
пытармасăр пĕлтерчĕ Хветура аппа.
Шофер правине Шупашкарта панă. Чăннипех пысăк савăнăç. Хветура – Туçи
Чуракассинчи пĕрремĕш хĕр-шофер. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пĕтĕм тăванĕ, ял-йыш
хăпартланнă. Пултаруллă, чунне парса ĕçлекен хĕре Шăхасанти МТСа шофера
вырнаçтараççĕ. Вăл МТС директорне – унччен комсомолăн Чăваш обкомĕн пĕрремĕш
секретарĕ пулнă Александр Семенович Сымокина турттарса çÿреме тытăнать. Малтан
«полуторкăпа» ĕçленĕ. Пĕррехинче машинăпа ашшĕпе амăшĕ патне килнĕ те ăна курма
ял çыннисем кĕшĕлех пухăннă. Кайран Хветура аппа М-1 пĕчĕк машинăпа ĕçленĕ.
Маттур шофера парти ретне илнĕ.
Кĕçех Никифор Иванович Ивановпа паллашса çемье çавăрнă. Йывăр çын пулсан
Хветура аппан шофер ĕçне пăрахма лекнĕ. Вăрçă тухсан мăшăрне фронта илсе кайнă.
Тепĕр виçĕ кунтан ывăл ача – Валера – çуралнă. Ашшĕ хĕрĕпе мăнукне Туçи
Чуракассине илсе таврăннă.
Валера çулталăк тултарсан Хветура аппана Чурачăк районĕн собес уйăрмне ертсе
пыма шанаççĕ. Ăна ку ĕç питĕ килĕшнĕ. Анчах ĕçе ялтан вун икĕ çухрăм пĕччен
çуран çÿреме питĕ йывăр пулнă. Çулĕ вăрман витĕр, çырма, уй урлă тăсăлса выртнă.
«Паянхи ĕçе ырана хăварас мар тенĕ, тепĕр чухне тĕттĕмленсех каятчĕ, – аса
илет Хветура аппа. – Пĕррехинче, ун чухне август уйăхĕччĕ, вăрмантан тухрăм та
хама-хам та ĕненместĕп. Ман умра, пĕр-икĕ метрта, çул хĕрринче, кашкăр ларать.
Сехĕрленсе ÿкрĕм, шăм-шакпа урасем чĕтреме пуçларĕç. Малаллах утатăп, çул
хĕррине тата çичĕ кашкăр умлă-хыçлă тухса ларчĕç. Пурте шăпăртах. Çаплах утатăп.
Хыçа юлнă ял та аякра ĕнтĕ. Пуçра пĕртен-пĕр шухăш – манăн ывăлăм. Чуна хытарса,
сывланă-сывламан кашкăрсенчен иртсе кайрăм. Вĕсем çаплипех ларса юлчĕç.
Хăранăран-ши тăван яла çитнине те сиссе юлаймарăм. Мĕн курнине каласа кăтартрăм
та Валера ывăлăм: «Анне, урăх ĕçлеме каçа ан юл, сана кашкăр çисе ярсан ман
кампа пурăнас;» – тет. Эпĕ авă 95 çула та çитрĕм, кашкăр та çисе ямарĕ. Анчах
Валера ывăлăм çамрăклах çĕре кĕчĕ...
Ылханлă вăрçă та чарăннă. Никифор Иванович – манăн йысна – чĕрĕ-сывах
таврăннă. Вăл вăхăтра Хветура аппа Вăрнарта колхозниксен çурчĕн пуçлăхĕнче
ĕçленĕ. Ивановсем кил-çурт çавăрнă. Вĕсен икĕ хĕр – Галяпа Рая тата ывăл – Вова
çуралаççĕ. Ачисене пурне те сывă ÿстерсе, вĕрентсе çын тунă.
Хветура аппан пенсие тухма вăхăт çывхарнă. Вăл хими заводне вырнаçнă. Ăна
кунта та яваплă ĕçе шанаççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан нумай çул Госстрах
инспекцийĕнче агентра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл 50 çул ытла пĕрле
пурăннă. Никифор Иванович вунă çул каялла, Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче, вилнĕ.
Халĕ Федора Григорьевна Вăрнар поселокĕнче кĕçĕн ывăлĕпе – Владимир
Никифоровичпа тата мăнукĕпе Юрăпа пĕрле пурăнать. Галяпа Рая ачисемпе
Шупашкартан тăтăшах пулăшма килсе çÿреççĕ. Амăшне пурте юратаççĕ, хисеплеççĕ,
лайăх пăхаççĕ. Хветура аппа ачисемпе мăнаçланать, савăнать.
Хветура аппапа иксĕмĕр манăн атте-аннене аса илсе нумайччен калаçса лартăмăр.
Унăн ашшĕпе амăшĕ манăн аттепе аннен хăйматлăхĕсем пулнă, питĕ туслă пурăннă.
Уявсенче вĕсем мĕнле юрăсем шăрантарнине аса илтĕмĕр. Мана аттепе анне Валерăпа
выляма тесе яланах пĕрле илсе каятчĕç. Эпĕ Валерăпа 1941 çулта пĕр вăхăталла
çуралнă.
Вăрнарта пурăннă май Хветура аппасем патне час-часах кайса çÿретĕп. Вăл мана
хăй ачи пекех кĕтсе илет. Эпĕ çитмĕл урлă каçнă пулсан та аппа сăмахĕсене анне
каланă пекех итлесе ларатăп. Вăл маншăн анне те, аппа та.
Федора Григорьевнăна хастар ĕçшĕн нумай грамотăсемпе тата медальсемпе
чысланă. Вăл темиçе çул харăс «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» ята тивĕçнĕ. Унăн
«Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллă та пур.
Хветура аппа халĕ те килти ĕçсене тытса тума хатĕр, анчах темиçе çул каялла
урине амантни чăрмантарать. Вăл паян та сăнĕпе хитре, сасси уçă, тăпăл-тăпăл
кĕлеткеллĕ. Ăс-тăнне вара Турă панă. Районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата юратса
вулать, республикăра тухса тăраканнисене те алăран ямасть, çĕнĕ хыпарсемпе питĕ
интересленет. Унăн тавракурăмĕ те анлă.
Хисеплĕрен те хисеплĕ Хветура аппа! Эпĕ сана чĕререн юрататăп, санăн умăнта
çĕре çити пуç таятăп. Çуралнă кун ячĕпе хĕрÿллĕн саламлатăп.
Мĕскер ман сунас, мĕскер парнелес
95 çул тултарнă ятпа;
Ачусемпе, мăнукусемпе
Пурăн ыр курса, савăнса.
Мĕн кирли сан пур пурнăçра,
Çирĕп пултăр сывлăху ватлăхра.
Куллу пит çинчен ан кайтăр нихăçан,
Тÿпери çут çăлтăр пек çутат эс ялан!
Елизавета ПЕТРОВА.