15 ноября 2013 г.
Сусăр çынсен кунĕ çывхарса пынă май инвалидсен районти организацийĕ тата
социаллă хÿтлĕх пайĕ декабрĕн 3-мĕшĕнче ăна районти культура çуртĕнче анлăн
ирттерме палăртнă.
Çак кун тĕлне пуян программа хатĕрленĕ: илемлĕ концерт курса савăнма май
пулĕ, социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсемпе медицина представителĕсем, ĕçпе
тивĕçтерекенсем сусăр çынсене кăсăклантаракан ыйтусене хуравлĕç. Çавăн пекех
культура çуртĕнче ал ĕçĕсен «Мир людей с инвалидностью» куравĕ уçăлĕ, «Мир,
доступный для всех» ятпа сăн ÿкерчĕксен конкурсĕ иртĕ.
Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе хавхалантарма палăртатпăр. Конкурссене пур ушкăнри
инвалидсем те хутшăнма пултараççĕ – ку тĕлĕшпе нимле чару та çук. Сăн
ÿкерчĕксене конкурса А4 форматпа тăратмалла. Ĕçсене районти культура çуртне илсе
килмелле.
Паллах, эпир ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, культура ĕçченĕсем
пулăшасса – хăйсен тăрăхĕнчи пултаруллă та ăста сусăр çынсене палăртса
конкурссене хутшăнма хавхалантарасса – шанатпăр. Никам та çак ырăлăх ĕçĕнчен
аякка тăрса ан юлтăрччĕ, харпăр хăй пултарулăхне кăтартма май туптăрччĕ.
Сусăр çынсен кунĕ çывхарнă май тилмĕрсе калас килет: йывăр чирпе аптăранипе
вырăнпа выртакан, тухса çÿреймен инвалидсем те тимлĕхсĕр ан юлччăр. Кашнин килне
кĕрсе тухса ăшă сăмахпа та пулин кăмăлĕсене уçасчĕ. Вырăнти влаç
представителĕсем, инвалидсемпе тимлекен организацисен председателĕсем çак ырă ĕç
валли вăхăт тупасса шанатăп.
Е.СЕРГЕЕВА,
инвалидсен районти организацийĕн
председателĕ.