Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсен Хоринăри паттăрлăхĕ

12 ноября 2013 г.

Хамăн «Чекисты Чувашии», «Для нас война продолжалась» кĕнекесем валли
материалсем пухнă май Совет Çарĕн Тĕп патшалăх архивĕнче (халĕ – Раççей патшалăх
çар архивĕ) пулма тÿр килнĕччĕ.

Мускаври Макаров адмирал урамĕнчи 29-мĕш çуртра вырнаçнă çак пысăк архив
фильмофондĕнче аманнă чăваш салтакĕсемпе çыхăннă пĕр документ куç тĕлне пулчĕ те
Вăрнарпа Нурăс (Калинино) тăрăхĕнчен тухнисен хушамачĕсене уйрăм хут татки çине
алăпа çырса илме ĕлкĕртĕм. «Ку командировка тĕллевĕпе пĕр килмест» тесе сăлтав
тупрĕç те документран фотокопи тума килĕшмерĕç, ун чухне компьютер та, ксерокс
таврашĕ те çукчĕ. 1942 çулхи августра Ржев çумĕнчи Хорино ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă
стратегиллĕ тÿпене пирĕн салтаксем темиçе кун хушши тытса тăнă вăхăтри питĕ
пысăк çухатусем çинчен çырнăччĕ унта. Приказ тăрăх вара пĕр утăм та чакма
юраман. Юнашарти Полунино ялĕшĕн кăна 4 эрне çапăçма тивнĕ. «Высота 200»,
«Огурец», «Безымянная» тÿпесемшĕн сахал мар юн тăкнă. 2-мĕш гвардейски дивизи
(комдивĕ – П.Г. Чанчибадзе), стрелоксен гварди 16-мĕш дивизийĕ (С.А. Князьков
комдив, августăн 16-мĕшĕнчен – П.Г. Шафранов), стрелоксен 379-мĕш дивизийĕ
(комдивĕ – И.Ф. Щеглов), 256-мĕш танк бригади тăшмана малалла каясран тытса
чарнă. Пирĕн ентешсенчен ытларахăшĕ çар резервĕнчен, стрелоксен 52-мĕш дивизийĕ
(комдивĕ – В.А. Андреев) Хорино таврашне август пуçламăшĕнче çитнĕ те тÿрех
çапăçăва кĕнĕ. Нимĕçсем августăн 19-мĕшĕнче çеç чакма пуçланă, августăн
25-мĕшĕнче вĕсем Полунино ялне хăварнă, анчах та фронт линийĕ Ржев хулинчен 5
çухрăм кăнтăрарах 1943 çулхи çуркуннечченех тытăнса тăнă, март уйăхĕнче çеç
Конев маршал çарĕ вăй илсе тăшмана хĕвеланăçнелле хăвалама пуçланă.

Чĕрĕк ĕмĕр ытла иртнĕ хыççăн килти архивра çак сарăхма пуçланă хут татăкки
каллех алă айне лексен, унти хушаматсене Чăваш Республикинчи тата Вăрнар
районĕнчи «Астăвăм» кĕнекисенче çырнипе танлаштарса пăхас килчĕ. Кĕнекесене
кĕмен хушаматсем те, ытти хăш-пĕр çĕнĕ самантсем те тупăнчĕç.

Салтаксенчен ытларахăшĕ – стрелоксен пиллĕкмĕш тата улттăмĕш ротисенчен.
Кÿлхĕрринченех юнашар иккĕн çапăçнă. Игнатий Николаевич Николаев (1899–1971)
августăн 5-мĕшĕнче, Гаврил Арсентьевич Арсентьев (1896 çулта çуралнă) тепĕр
кунне аманнă, пĕрремĕшĕ сывă юлнă, иккĕмĕшĕн вилтăпри ăçта пулнине палăртман
пулин те вăл чĕрĕ юлни иккĕленÿллĕ. Çавăн пекех хаяр çапăçуран тухнă чух
Вăрманкасри Иван Петрович Кошкин (1900) та аманнă, хыпарсăр çухалнă (кĕнекере
çук). Августăн 4, 5, 7-мĕшĕсенче улттăмĕш ротăри Михаил Андреевич Андреев (1898,
Хурапыр Юнтапа, кĕнекере çук), танксене хирĕç çапăçакан ротăри Анисим
Прокопьевич Поляков (Мăн Явăшран, кĕнекере ашшĕн ятне палăртман), Степан Фомич
Фомин (Мăн Хирлеп, 5 рота) çапăçура суранланнă. Макар Семенович Семенов (Çĕрпел)
августăн 6-мĕшĕнче Хоринăра аманнă, кĕнекере «августăн 18-мĕшĕнче хыпарсăр
çухалнă» тесе кăтартнă. Порфирий Николаевич Киселев (1913, Хурăнсур Çармăс)
августăн 8-мĕшĕнче çав вырăнтах аманнă, кĕнекере çук. Федор Степанович
Незабудкин рядовой (1896, Çĕн Мĕлĕш, 7 рота) августăн 16-мĕшĕнче йывăр аманнă,
çавăнпа кĕнекесенче «августăн 16-мĕшĕнче хыпарсăр çухалнă» тенипе килĕшес
килмест.

Хорино çывăхĕнчех çав хĕрÿ кунсенче аманнă, сывалса киле таврăннă е малалла
çапăçнă хыççăн вăрçăран килнисем хушшинче – Иван Алексеевич Скворцов (1905–1965,
Авшак Эльмен, 6 рота), Спиридон Кириллович Кириллов (1899–1985, Кивьял Нурăс,
августăн 7-мĕшĕнче аманнă, 5 рота), Кирилл Петрович Петров (1898–1970, Çĕрпел,
августăн 5-мĕшĕнче аманнă), Василий Ионович Ионов (1897–1960, Ишлей), Андрей
Никитич Никитин (1897–1972, Юпшик Ялтăра, августăн 10-мĕшĕнче аманнă).

Алексей Дмитриевич Краснов (1897, кĕнекере – 1895, Кăмпал) 6-мĕш ротăра
хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса пуç хуни çинчен çак ялта çуралса ÿснĕ паллă
писатель-тĕпчевçĕ Антип Николаевич Николаев хăй вăхăтĕнче «Память солдатского
сердца» ятлă тăхăр кĕнекерен пĕринче тĕплĕн çырса кăтартнăччĕ. Эпĕ шыраса тупнă
справкăра та 6-мĕш ротăри аманса вилнĕ Алексей Краснова 1942 çулхи августăн
6-мĕшĕнче Калинин (халĕ – Тверь) облаçĕнчи Ржев районĕнчи Дешевка ялĕнчен пĕр
çухрăмра пытарни çинчен çырнă. Шкулта манпа вĕреннĕ Валерийпе Виталий
Красновсемпе аслашшĕн паттăрлăхĕ çинчен пĕрле аса илни те пулнă. Вĕсен ашшĕ те,
Павел Алексеевич Краснов (1919–1983) – вăрçă ветеранĕ. Тăванĕсен çак яла çитсе
курас кăмăл та пурччĕ.

Çакна палăртмалла, çÿлерех асăннă Дешевка, Хорино, Уварово, çак тăрăхри тата
31 ял çывăхĕнчи, икĕ ращари, 4 тÿпемри совет салтакĕсен вил тăприсене 1954 çулта
пĕр çĕре – Полунино ялне тăванла масара куçарнă, мемориал комплексĕ уçнă.
Малтанлăха унта 10147 салтака пытарнă, каярахпа вĕсен шучĕ 12538 çити ÿснĕ. Çак
ĕçре Ржев районĕнчи Рамено шкулĕнчи Анастасия Михайловна Калашина учительница
Мухтав музейĕ тата Астăвăм кĕнеки тума нумай вăй хунă.

Ман шутпа, шкул ачисен ентешсен паттăрлăхĕ çинчен ытларах пĕлме тăрăшмалла,
Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне тивĕçлĕ кĕтсе илмелли юхăма анлăрах
хутшăнмалла, вăрçă ветеранĕсен аса илĕвĕсене пухмалла, аслисене хисеплеме, вĕсем
пек хăюллă пулма, Тăван çĕршыва юратма вĕренмелле. Вăрçă ветеранĕсене пулăшу
кирлĕ мар-и. Полунино, Рамено ачисемпе çыхăну йĕркелесе яма кам чарать пулĕ.
Акă, Етĕрне районĕнчи Пушкăрт (Малое Карачкино) ялĕнчи Михаил Павлович
Григорьева (1910) пирĕн ентешсем августăн пĕр каçĕнче разведкăна ăсатнă, кĕтсе
илеймен. Етĕрне ачисене те шырав ĕçне явăçтарсан аван пулмалла пек. Тăванĕсем
пур-и тата ытти те. Е тата, Мăн Сĕнтĕр (халĕ – Муркаш) районĕнчи Хирпуç ялĕнчи
Степан Никитович Шилов та вăрнарсемпе юнашарах пулнă, 1942 çулхи августăн
8-мĕшĕнче Уварово ялĕ патĕнчи çапăçура пуç хунă. Сĕнтĕрсене те шырав ĕçне
хутшăнтарсан ачасем вăрçă историне лайăхрах пĕлме тăрăшнă пулĕччĕç. Паттăрсен
хыпарсăр çухалмалла мар.

Валерий КОШКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика