Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвансем

12 ноября 2013 г.

Тăвансем

Пĕр çирĕм çул хушшинче ку йĕрке йăлана кĕрсе вырнаçнă: пысăкрах уявсенче,
çуралнă кунсенче, юбилейсенче Михайловсен килте ларма тивет. Кĕтсе тăнă пекех,
почтальон е çыру, е телеграмма йăтса килет. Хыпар-хăнарăн çĕнĕлĕхне кура, кĕç
карас телефонĕ юрласа ярать.

Германири Шнайберг хулинчен эрнесерен шăнкăравласа тăраççĕ. «Хаклă пиччемĕр
Аркадий! Хисеплĕ тăванăмăр Ольга Захаровна! Сире чунтан-вартан тулăх тĕпелĕре
çитсе тăнă юбилей ячĕпе саламлатпăр! Хавхаланмалли сăлтав хамăрăн та пур. Юлашки
суйлавра Ангела Меркель канцлер çиеле тухнăшăн хĕпĕртерĕмĕр. Пирĕншĕн вăл
ангелпа пĕрех. Ватăсене тата вăрçă ачисене, вĕсем парăнтарнисен шутĕнче пулсан
та, лайăх пăхать – пенси-пособи кунта сарĕн патринчен вун пилĕк хут пысăкрах.
Чăвашсем – чăвашлах ирĕк калаçатпăр, нимĕçсемпе питĕ туслă пурăнатпăр. Çирĕм çул
ытларах каялла куçса килсен ĕç те, хваттер те, çĕр те пачĕç. Пирĕн пĕтĕм
тавралăх таса. Апат-çимĕç йÿнĕ...». Зинаида Арсентьевна юлашки кунсенче
евитленинчен ку. Тепĕр ăшă салам – Нижневартовскран, Венерăран. Умлă-хыçлă виçĕ
çыру Мускаври адресатсенчен – Маринăран, Настьăран, Аннаран...

Анлă, йышлă тăванлăх хăват кÿрсе тăрать Хурăнсур Çармăсри Михайловсен
çемйине. Аркадий Арсентьевичпа мăшăрĕн Ольга Захаровнан ĕç стажĕ пĕрле çĕр хĕрĕх
çул патне çывхарать. Сатур мăшăр икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Çирĕм ытла
мăнукпа кĕçĕн мăнук вĕсен. Аркадий çар службине Венгрире кăтартуллă ирттернĕ.
Колхозра пĕрлехи хуçалăхпа ялйыша газпа тивĕçтерессипе тимленĕ. Ольга вăтам шкул
хыççăн медработниксен курсне пĕтернĕ, канма тухичченех çынсене сывлăхлă тăвасшăн
тăрăшнă. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Германире тĕпленнĕ Зинаида – Аркадий Арсентьевичăн
йăмăкĕ. Хĕр чухне Казахстанри совхозла хуçалăхра главнăй агрономра ĕçленĕ,
çавăнта дальнебойщик-нимĕçпе Давыдпа паллашнă, пĕр хушă Сарă ту тăрăхĕнче
пурăннă та Давыд тăвансем йыхравланипе унăн çĕршывне куçса кайнă. Хăйсен хăнăхнă
ĕçĕ-хĕлĕпе канăва тухнă.

Михайловсен ăратлă йăхĕнчен Раççей анлăшне пултаруллă тăвансем тухнă. Аслă
хĕрĕ кăна, Валентина Аркадьевна, Хурăнсур çĕрĕнчен хăпасшăн пулмарĕ, вăтăр ултă
çул тăван колхозра вăй хунăран ырă ята тивĕçрĕ, халь те-ха, канура та,
укçа-пухчаллă кассăшăн хуравлă. Марина хĕрĕ Мускавра – коммерсант. Венера
Нижневартовскра – операци медсестри. Надежда Аркадьевна вун ултă çул Мускавра
ĕçленĕ, хĕрĕсене аслă пĕлÿ туянмалăх пăхнă: пĕри, Елена, суту-илÿ фирмин
менеджерĕ, тепри, Татьяна, педуниверситетра виçĕ чĕлхе вĕрентет. Юрий
Аркадьевичăн кун-çулĕ – шел питех те – Мускавра ĕçленĕ хушăра вăхăтсăр татăлнă.
Мăшăрĕ, Надежда Ивановна, Çĕрпелти садикре пĕчĕккисене пăхать. Вĕсен хĕрĕ,
Настя, Мускавра – ученăй-филолог, университетра аслă преподаватель. Аннушки те
Мускаврах – суту-илÿ фирминче главнăй бухгалтер. Чăваш патшалăх университетĕнче
экономика факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Унччен Çĕрпел шкулĕнчен ылтăн
медальпе тухнă.

Хăшне-пĕрне асăнтăм-ха ĕнтĕ. Вăт мĕнлерех тăвансем саламлаççĕ паян пĕри 83
тултарнă, тепри 80 çул тултаракан Михайловсене – Аркадий Арсентьевичпа Ольга
Захаровнăна. Çакăн пек тăвансем – чăннипех те Аптăраман таврашсем, паттăр
йăх-ăру ÿстерекен çемьесем пур çинче аптрамастех пирĕн ен!

М.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика