Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мучие суда чĕнесшĕн

12 ноября 2013 г.

Утмăл çул каялла кукаçипе ĕне касу пăхаттăмăр. Ĕнесем выртрĕç те эпир те
канма лартăмăр. «Мĕн курмалли юлчĕ-ши тата ват пуçăн;» – хăйпе хăй калаçать
кукаçи. «Мĕн пирки пулчĕ кÿренÿ сăмахĕ;» – ыйтрăм унран. «Э-э! эрешмен картилле
пралука та, кайăкла вĕçекен аэроплана та куртăм, тата тем курмалла;»

Хам та ĕмĕрĕпе Совет Союзĕнче пурăннă хыççăн капитализм тытăмне лекетĕп тесе
тĕлĕкре те шутламан. 83 çулхи Тимуçа халь район сучĕ чĕнет иккен. Ял пуçлăхĕн
сĕнĕвĕпе пай çĕрне унран суд урлă туртса илесшĕн. Ялĕнче пĕр лаша юлмарĕ.
Трактор тытмалăх укçа-тенкĕ пухаймастпăр. Çав вăхăтрах республика Пуçлăхĕ ял
министрне çĕр улми кăларса пĕтерменшĕн тăн кĕртнине те куртăмăр. Ял лавккинче
хĕмленнĕ арçын ыттисенчен ыйтать: «Паянхи пурнăç япăх-и; – Ман енне çаврăнчĕ. –
Вăл мĕншĕн паянхине хурласа çырать;».

Çак арçын сутакан суррогата ĕçсе пурнăçран темиçен харăс çамрăкла уйрăлчĕç.
Суррогатшăн влаç çук. Пурнăç пыл та çу! Ача сачĕсемпе яслисене сутса пĕтертĕмĕр,
колхоз-совхозсене аркатрăмăр. Вуншар çул ытла çĕрсем армутипе кăшкар ути айĕнче.
Тинех ĕнсене хыçкалатпăр. Пурнăçа аркатнисен авторĕсем пур-çке, мĕншĕн вĕсене
суда чĕнмеççĕ; Республика Пуçлăхĕ, ĕлĕкхине аса илсе, çĕр улми кăлармашкăн
халăха хистеме хушать. Апла эпир 70 çул ытла пурăнса ирттерни ахаль пулмарĕ
ĕнтĕ.

Думăра ларакансем пĕрмай хăйсемшĕн кĕрлеççĕ, çурлапа мăлатуксăр пурăнма май
çуккине курасшăн мар. Эп астăвасса ял-йыш хĕвелпе вăранатчĕ те кил-çурта
пуçтарса, капăр тумланса, уй-хире васкатчĕ. Çукчĕ кăнтăрлахи ĕçкĕ-çикĕ мыскари.
Наркомани çинчен илтмен. Ирхи сывлăмпа янăратчĕ çава. Тÿпере тăри юрлатчĕ.
Савăнăçлăн, юрă юрласа таврăнаттăмăр улăх-çарантан. Каç кÿлĕм урама тухнă. Тулли
кăмăлпа канатчĕ этем чунĕ. Тутăхрĕ çава, ÿкрĕ мăлатук. Пĕтĕм «реформăсем»
путланса пыраççĕ. Халь, ав, Тимуç мучие пачах çĕрсĕр хăварасшăн...

В.КОЖАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика