Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Явăш шăпчăкĕсем

12 ноября 2013 г.

Мăн Явăшри культура çурчĕн фольклор ансамблĕ районти тата республикăри
смотрсене çулсерен хутшăнать, малти вырăнсене йышăнма тăрăшать. Чăвашсен паллă
юрăçи Ираида Вдовина çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ районти
смотрта мăн-явăшсем те пулчĕç. Районта та, унăн тулашĕнче те палăрнă коллектив
хăйĕн тивĕçлĕхне хальхинче те çÿллĕ шайра тытрĕ: программа пуян, унта
халăхăмăрăн ĕмĕрхи чунне уçакан ĕлĕкхи чăваш юррисем мăнаçлăн шăранчĕç. Юрăçсен
ăсталăхĕ иксĕлми хавхаланупа хĕмленсе тăчĕ.

Сцена çине фольклор ансамблĕн пултаруллă юрăçи Василиса Воробьева тухсан,
залра нумайччен алă çупрĕç. Вăл «Вăрăм мăйлă хура хур» юрра çĕкленÿллĕн
шăрантарчĕ. Пысăк туйăмлă, пуян тембрлă меццо-сопрано асамлăхĕ жюри членĕсене
чăннипех тыткăнларĕ. Явăш шăпчăкĕ республикăри смотра хутшăнма тивĕç пулчĕ.

Фольклор ансамблĕн тепĕр паллă юрăçи Илья Лаврентьев «Чипер лаша кÿлсе
тухсан» юрăпа савăнтарчĕ, кашнин чĕрине хумхантарчĕ. Ахальтен мар ăна жюри
вăрнарсен чысне республика шайĕнче хÿтĕлеме шанчĕ.

Ансамбльте ватлăхри канăва тухнă юрăçсем ытларах: Людмила Белова, Людмила
Лаврентьева, Агреппина Скороходова, Лида Петрова, Любовь Лизорова, Валентина
Ильина пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç. Жюри Явăш шăпчăкĕсен юррисене çÿллĕ
шая çĕкленĕ çĕрте культура çурчĕн илемлĕх ертÿçин Нина Васильевна Андреевăн тÿпи
пысăккине палăртрĕ. Аслă пĕлÿллĕскер, искусство жанрĕсене лайăх чухлаканскер,
ансамбльти солистсене сасă тембрне юрăри сăнарпа килĕшÿллĕн тытма, сцена
культурине ÿстерсе пыма куллен вĕрентсе тăрать.

Фольклор ансамблĕ «Чун юрланă чух» ятпа Йĕпреç зонинче ирттернĕ республикăри
конкурса хутшăнчĕ, вăрнарсен чысне лайăх хÿтĕлерĕ, жюри явăшсен шăпчăкĕсене
дипломсем парса чысларĕ. Чăваш халăх юррисене çынсен чĕрисем патне çитерекен,
ăшăтакан, хавхалантаракан Мăн Явăшри фольклор ансамблĕн сумлă ячĕ малашне те
çÿллĕ шайра пултăрччĕ.

В.МОСКВИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика