11 ноября 2013 г.
Çавалкасри ветеринари участокĕнче ĕçлекенсем «Мураты» тата Карл Маркс ячĕллĕ
ял хуçалăх предприятийĕсенчи 1200 пуç мăйракаллă шултра выльăха пăхса-асăрхаса
тăраççĕ. Вĕсем Мăн Явăшпа Çавалкас ял поселенийĕсенчи уйрăм çынсен выльăхĕсене
те сиплев парассипе ырă ята тивĕçнĕ.
Выльăх-чĕрлĕх йышлă усрамасăр хресчен хуçалăхне малалла аталантарса пыма
йывăр. Акă мĕншĕн Карл Маркс ячĕллĕ тата «Мураты» ял хуçалăх предприятийĕсем
юлашки çулсенче выльăх-чĕрлĕх йышне тата вĕсенчен илекен продуктивлăха ÿстерсех
пыраççĕ.
Çавалкас тата Мăн Явăш ял поселенийĕсенче пурăнакансем те выльăх-чĕрлĕх йышлă
усраççĕ. Ĕне, сысна, сурăх, качака, лаша тытакансен йышĕ виçĕ пинтен иртет.
Кашни кил хуçи хăйĕн тупăшне выльăх йышлă усрассипе ÿстерсе пыма тăрăшать.
Пурне те паллă, выльăх-чĕрлĕх чирлемесĕр пулмасть. Инкек-синкеке вăхăтра
сирсе янă çĕрте ветеринари участокĕн тÿпи пысăк. Ăна Инна Николаевна Михайлова
ăнăçлă ертсе пырать. Тÿрĕ чунлă, ăшă та çирĕп кăмăллăскер, пулăшу ыйтма пынă
кирек кама та тарават кĕтсе илет, инкеке вăхăтра сирсе яма мехел çитерет,
выльăха çийĕнчех сиплет. Çавăншăн ăна пурте ырăпа асăнаççĕ. И.Михайлова сиплев
ĕçĕнче чылайранпа тăрăшать. Хуçалăхсен фермисене çитмелле-и е уйрăм çынсен
килĕсене – вăл яланах пулăшу пама васкать. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн
ветеринари уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн çак вырăна çирĕп тымар янă та паян
кунчченех ветеринари участокĕнче пысăк тимлĕх кăтартать. Ăна çак ĕçре Анатолий
Владимирович Толстов ветеринари фельдшерĕ пысăк пулăшу парать. Вăл та сиплев
ĕçĕнче тараватлă, вашаватлă. Ăна темиçе хутчен те Хисеп хучĕсемпе чысланă.
В.МОСКВИН.