11 ноября 2013 г.
Виçĕм кун районта чи нумай пурăнакансенчен пĕри – Хурăнсур Çармăсри Анна
Григорьевна Григорьева – 95 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак кун уншăн чăннипех
иккĕлле уяв пулнă: Шупашкар районĕнче пурăнакан кĕçĕн мăнукĕн, Надеждăн,
Виктория хĕр çуралнă. Çавăн пекех вăл Раççей Президенчĕн саламлă çыруне тивĕçнĕ.
Президент çырăвне ватă çынна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене
пурнăçласа пыракан Вячеслав Горбунов панă.
Тĕлĕнмелле, ноябрĕн 7-мĕшĕ – çемьешĕн çав тери паллă та пĕлтерĕшлĕ кун. 24
çул каялла çак кун Людмила мăнукĕпе Петр çемье çавăрнă, 11 çул каялла Антон
мăнукĕ авланнă, 7 çул каялла Сергей мăнукĕ çемьеленнĕ.
Анна Григорьевна çумĕнче тăванĕсем йышлă. Унпа пĕрле Николай ывăлĕн çемйи,
Леонид мăнукĕ тата Сергей мăнукĕн çемйи пурăнаççĕ. Вĕсен урамĕнчех, асламăшĕнчен
аякрах мар Антон çемйин çурчĕ те.
Анна Григорьевна ялта чи асли. Вăл хисепе, тимлĕхе тивĕç. Хăйне ача пек
пăхнишĕн савăнать. Унăн пурнăçĕнче те хаяр вăрçă хăй йĕрне хăварнă. Мăшăрĕ 1945
çулхи мартра хыпарсăр çухалнă. Вăл вĕреннĕ çын пулнă, вăрçăччен бригадирта,
кайран халăх сучĕн секретарĕнче ĕçленĕ, район хаçатне Янтупай псевдонимпа
статьясем çырса тăнă.
Çамрăк хĕрарăм икĕ пĕчĕк ывăлĕпе тăрса юлнă. Урăх арçынпа мăшăрланса
пурăнман. Шел те, аслă ывăлĕ Анатолий вун çиччĕре вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Халĕ ватă
çынна Николай ывăлĕпе арăмĕ пăхса пурăнаççĕ, мăнуксем парнеленĕ.
Анна Григорьевна «Янгорчино» колхозра уй-хир бригадинче ĕçленĕ. Халĕ ун ĕçне
икĕ кĕçĕн кинĕ тăсаççĕ: «Хорнзор» хуçалăхра Марина дояркăра, Алена ĕнесене
искусствăлла майпа пĕтĕлентерес ĕçре вăй хураççĕ. Сергей те кунтах тăрăшать.
Л.ИВАНОВА.