06 ноября 2013 г.
Мăнявăшсен Иван Яковлевич Яковлев хута кĕрсе-пиллесе уçăлнă шкулĕ хăйĕн
ĕмĕрĕнче ачаран пĕлÿ пухса çитĕнекен виçĕ пин ытла çынна пурнăç çулĕ çине
кăларнă. Çак йышра кам мĕнле профессипе пурăннине шута илме те ÿркенмен.
Учительсен хисепĕнче – утмăлăн ытла. Тухтăрсем – вăтăрăн ытла. Пĕтĕмĕшпе – пурте
Тăван çĕршыва питĕ кирлĕ çынсем. Пурнăç çыннисем. Çутлăхăн çĕр çирĕм çул
хĕмленекен вучахĕ йыхравланипе уява çитнисем – Мускавран, Инçет Хĕвелтухăçĕнчен,
Сарă ту тăрăхĕнчен, Шупашкартан, хамăра çывăхри ялсенчен... Шкул коллективĕ тĕл
пулу самантне тимлĕ кĕтнĕ. Çăкăр-тăварпа, янăравлă сăвăпа хирĕç тухрĕç.
Праçнике парнепе килнĕ кашни хăна малтан хăй парнеллĕ пулать. Шкул юбилейĕн
асăнмалăх кĕнекине Шупашкарта «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра тин кăна «пĕçерсе»
кăларнă. Шкул историне унта тапхăрăн-тапхăрăн тĕплĕ çырса кăтартнă. Учительсене,
паллă çынсене сăмах панă. Страницăсене сăн ÿкерчĕксемпе пуянлатнă. Шкулăн сумлă,
чаплă утăмĕсемпе сăмахпа каласа тата кино мелĕпе паллаштарчĕç. Ачасен
пултарулăхĕ, ваттисен хорĕ, шкул выпускникĕсем – республикăн тава тивĕçлĕ
артисчĕсем – Маргарита Туринге, Стас Владимиров юрланисем пухăннисене
тĕлĕнтерчĕç, хавхалантарчĕç.
– Явăшсен тавралăхĕ хура тăпраллă пулăхлă çĕрсемпе тулăх,– терĕ хăйĕн
сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Г.Николаев. – Ку çĕртен пултаруллă
çынсем нумай тухнă. Малашне те çапла пултăрччĕ. Эппин, «Мураты» хуçалăхри пек,
Çăкаллă Явăшри пек, Спиридоновсем пек хастар ĕçлемелле, явăшсен çĕрĕсем çинче
явăшсен хăйсен хуçаланмалла.
Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Н.Н.Иванов
шкул коллективĕ ку вĕренÿ çулĕнче уйрăмăнах тăрăшуллă пулнине палăртса калаçрĕ.
Ачасем, ашшĕ-амăшĕсем, хăнасем çак шкултан вĕренсе тухса кунта директорта
ĕçленисем – С.П.Ильин (халь Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул директорĕ), Л.А.Таймасов
(халь Шупашкарти кооператив институчĕн проректорĕ, истори наукисен докторĕ,
профессор) тата Раççей Пенси Фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пуçлăхĕ
Р.А.Кондратьева каланисене хапăлласа тăнларĕç. Паллах, наградăсем, парнесем
чылай пулчĕç (вĕсен шутĕнче – Хисеп грамоти, ноутбук, велотрек, художниксен шкул
илемне кÿрекен картинисем, кĕнекесем...). Поэтăн вĕренекенсен кăмăлне кура
шăрантарнă сăвви уяв сценарине чĕрĕ сăн кĕртрĕ.
М.ВАСИЛЬЕВ.