06 ноября 2013 г.
Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланчĕ, çуртсенче нумайăшĕ çут çанталăк газĕпе
ĕçлекен приборсемпе усă курать.
Сĕрĕмпе наркăмăшланассине, ытти инкексене асăрхаттарас тесе вĕсемпе питĕ
асăрхануллă пулмалла, хăрушсăрлăх правилисене яланах çирĕп уямалла.
Газ оборудованийĕн, тĕтĕм тата вентиляци каналĕсен юсавлăхне асăрхавра тытăр,
тĕтĕм çулĕсене çÿп-çапран вăхăтра тасатăр, вĕсем мĕнле туртнине тĕрĕслĕр. Енчен
те приборсем юсавсăр, газ тухса тăрать пулсан, тăрпасем йĕркеллĕ туртмаççĕ-тĕк,
çут çанталăк газĕпе çитменлĕхсене пĕтериччен усă курма урамасть. Газпа усă
куракан пÿлĕме сывлăш аван кĕрсе тăмалла. Сивĕре тĕтĕм çулĕсем пăрланса ларса
хупланма пултараççĕ, çакна та пĕрмаях пăхса тăрăр.
Газ приборĕсене çутса асăрхавсăр хăварма, хăвăр тĕллĕн урăх вырăна куçарса
лартма е юсама, газ плитипе пÿлĕмсене ăшăтма юрамасть. Вĕсен çывăхне пĕчĕк
ачасем, ку приборсемпе усă курмалли правилăсене пĕлмен ачасем ан пыччăр.
Газ приборĕсене, килĕшÿсенче палăртнă пек, газ хуçалăхĕн специалисчĕсене
вăхăтра тĕрĕслеттермелле.
Ятарлă лицензи илнĕ организацисем тĕтĕм тухмалли тата вентиляци каналĕсен
тĕрĕслевне, кирлĕ пулсан тасатассине, çак тĕслĕхсенче ирттерет:
– çурта çут çанталăк газĕ кĕртнĕ е çĕнĕ газ оборудованине хута янă чух
йышăннă май;
– тĕтĕм тата вентиляци каналĕсене улăштарсан тата юсасан;
– тĕтĕм тата вентиляци çулĕсене тапхăрăн-тапхăрăн (çулталăкра виçĕ хутран кая
мар) тĕрĕсленĕ май;
– тĕтĕме туртманнине асăрхасан.
Çуртра е хваттерте газ шăршине туйсан тÿрех газ приборĕсене сÿнтермелле, газ
пыракан крансене хупмалла. Чÿречесемпе алăксене уçса пÿлĕмсене уçăлтарăр. Уçă
çулăм чĕртме, чĕлĕм туртма, электроприборсем çутма, электрошăнкăравпа усă курма
вуçех юрамасть.
Газ тулман пÿлĕмрен «04» телефонпа шăнкăравласа «Чувашсетьгаз» обществăн
Вăрнарти участокĕн аварипе диспетчер службине хăвăртрах чĕнмелле.
Л.КАЛИТОВА,
ВДПОн районти уйрăмĕн ертÿçи.