06 ноября 2013 г.
1972 çул çĕр ĕçченĕшĕн питĕ йывăр килчĕ. Ăна çаплах-ха «пушар çулĕ» тесе
асилетпĕр. Вăрнарăн тĕп вăрманĕ 2500 гектар çунса хуралчĕ. Çу каçа типĕ шăрăх
тăнăран тырпул хăмăлĕ çурла уйăхĕчченех саралса хытрĕ. Августран Вăрнарта,
районта ытти çĕрте, айлăм-тайлăмра, тĕтĕм-сĕрĕм тăратчĕ. Уй-хирте ĕçлес халăх
вăрмана вут-çулăм сÿнтерме хутлать...
Кольцовкăри кĕркунне вара, çапах та, çак инкеклĕ-пăтăрмахлă лару-тăрăва
пăхмасăр тырпулăн чаплă тухăçĕпе тĕлĕнтерчĕ. Ленин ячĕпе хисепленекен колхоз
пуçлăхĕпе ятарласа тĕл пулмашкăн шухăш çуралчĕ. Александр Федорович Доманинпа
калаçса чылай пысăк очерк хатĕрлерĕмĕр. Вăл «Çĕнтерÿ çулĕнче» ноябрĕн 21-мĕшĕнче
тухрĕ, кĕçех «Коммунизм ялавĕ», «Советская Чувашия» хаçатсенче пичетленчĕ.
Социализмла Ĕç Геройĕ çивĕч ыйтусем хускатнă тесе, КПСС райкомĕ çав очерка
районти мĕнпур пухусенче сÿтсе явма сĕнчĕ.
Александр Федоровичпа ирттернĕ куна манаймастăп. Мана çав тери тарават
йышăнчĕ. Курнăçмалли çынсене хăй чĕнтерчĕ. Кирлĕ хутсене ман ума туххăм
купаларĕç. Герой хайхи 1972 çула епле хакланине асилтерес килет. Унăн сăмахĕнче
çĕр ĕçченĕн таланчĕ, вăл çут çанталăка ăрăмçăлла туйса малашнехине тавçăрма
пултарни, ăс-хакăлне чун-чĕри витĕр уçăмлатни курăнать. Акă вăл – çав сыпăк.
Çăкăр... Ăна хĕвел сăнарĕнче те, тĕлĕкре те час-часах куратпăр пулсан,
çакăнтан ытлашши тĕлĕнмелли çук. Эпир, ялта çуралнисем, уншăн ура çине тăрсанах
тенĕ пек тăрăша пуçланă. Мĕн çамрăкран, кашни кун, кашни çул – ĕмĕрĕпех уншăн
вăй хуратпăр, мĕншĕн тесен çĕр ĕçченĕн сăн-сăпачĕпе ырă ячĕ – çăкăр тума
пĕлнинче. Çăкăрта – пирĕн ырлăх, пирĕн телей. Çав телейшĕн эпир тăван çĕрĕмĕр
çине тар кăна мар, юн та пайтах юхтарнă. Çăкăрта – пирĕн вăй, Тăван çĕршыв
хăвачĕ. Акă мĕншĕн çăкăр, социализм çăкăрĕ, тутлăрах та пысăкрах пултăр тесе
кунĕн-çĕрĕн шухăшлатпăр.
Ахах-мерчен чаплă, ылтăн хаклă, теççĕ. Пирĕншĕн пулсан, хамăр акса тунă
тыррăн сарă пĕрчи, хамăр пухса кĕртнĕ туллăн шурă кулачи ахахран та хитререх,
ылтăнран та хаклăрах. Мĕншĕн тесен, А.Гиталов калашле, çăкăрăн хакĕ çук. Урăхла
каласан, çăкăр хакне укçапа виçеймĕн!
Мĕнпе виçейĕн-ха, сăмахран, кăçалхи çăкăрăн хакне; Колхозниксен,
механизаторсен паттăрлăхĕпе кăна, тейĕттĕм эпĕ.
Çанталăк пирĕнпе каварлă марри хĕллех сисĕнчĕ. Çĕнĕ çулчченех, малтанхи
тăмансем хыççăнах, уй-хире юр тытма тухрăмăр. Ку питĕ вырăнлă пулчĕ, мĕншĕн
тесен каярахпа юр сахал çурĕ. Ана çинче ирĕлекен юр-пăр ана çинех сăрхăнтăр тесе
çуркунне каллех хытă тăрăшрăмăр. Паллă-çке: нÿрĕкшĕн кĕрешни – вăйлă тырпулшăн,
ытлă-çитлĕ выльăх апачĕшĕн кĕрешни.
Колхозăн главнăй агрономĕ, Иван Васильевич Нараткин, кĕрхи çĕртмене çурла
уйăхĕнчех пĕтĕм лаптăк çинче тутарчĕ, ученăйсен, специалистсен сĕнĕвĕсене тимлĕ
сăнаса пычĕ. Вĕсене хамăр практикăри опытпа танлаштара-танлаштара пăхрăмăр.
Пытармалли çук: вăл е ку ĕçе тытăниччен правленире йывăр самантсем те сике-сике
тухнă, анчах коллективлă ăс яланах тĕрĕс решенисем йышăннине пурнăç кăтартса
пачĕ. Çур тыррисене кăçал иртерех, апрелĕн юлашки эрни пуçлансанах акма май
пулчĕ, çуракине кĕске срокра – майăн 3-мĕшĕ тĕлнех пысăк пахалăхпа (агрегатсем
патĕнчен агроном та, эпĕ хам та татăлман) вĕçлени тухăçа нумай çĕклерĕ. Пĕр
муклашка хăвармасăр кăпăшкалантарнă анасем çинче калча кар тухрĕ, патвар
аталанчĕ. Паллă ĕнтĕ, суха кассине кашни пилĕк çулта пĕрре ытларах тарăнлатни
пропашнойсемшĕн уйрăмах лайăх. Кĕрхи çĕртмере кăшман лаптăкне 28–30 сантиметра,
кукурузăнне 25–27 сантиметр тарăнăшне сухаланă.
Тырпул тăвакана кашни çулталăк мĕн те пулин вĕрентет. Иртнĕ икĕ çул пире çав
тери йывăр та ăслă уроксем пачĕ. Çаврăнăçулăха ÿстертĕмĕр, ытларах шухăшлакан
пултăмăр. Хĕл Мучи анчах алăка килчĕ темелле, эпир, акă, çÿлтен çăваканнине те,
аялтан вĕçтерекеннине те уй-хирте лартса хăварма, çур шывне ана çинех тытса юлма
хатĕрленетпĕр: ятарласах агротехникăллă тата гидротехникăллă мероприятисем
палăртатпăр. Пирĕн ялсемпе фермăсенче кашни кĕреçе тислĕк пуçтарăнать, çĕре
хывăнать. Минераллă удобренисем тырпул пекех тирпейлĕ упранаççĕ.
Чи тухăçлă тĕштырăсен лаптăкне çулсерен ÿстеретпĕр. «Тамми» урпа кăçал кашни
гектартан 38-шар центнер тухрĕ. Çурхи тулла, «арин» сортлине, 150 гектар çинчен
34,5-шер центнер илтĕмĕр. Тырпул тухăçĕ колхозĕпе вăтамран 24,5 центнер пулчĕ.
Чи тухăçлă сортсене анлăрах вырăн парсан, государствăна çулсерен ултă-çичĕ пин
кăна мар, вуншар пин центнер паха тырă сутăпăр. Сăмах май каласан, Тăван çĕршыва
тĕштырă тăратмалли ку пилĕкçуллăхри плана эпир икĕ çултах тăватă çулшăн
тултартăмăр. Çак цифрăсемпе фактсем колхоз членĕсен чăн-чăн паттăрлăхĕ çинчен
каламаççĕ-и вара!
Шăрăх çу кăçалхи пек вăрах тăни юлашки çĕр çулта пулман, терĕç ученăсем. Эпĕ
хурлăх çулсене те, пĕтĕм ÿсентăраншăн лайăххисене те манаймастăп, анчах колхоза
пĕрлешнĕренпе ялйыш япăх тырпул пухса кĕртнине кăна, çăкăр çăмăллăн пулнине кăна
астумастăп.
1928 çулта Кольцовка ячĕ «Правда» хаçатри «Хисеп хăми» çине тухать... 1937
çулта, пирĕн яла çула май кĕнĕ В.П.Чкалов колхозниксен çемйисем 700–800-шер пăт
тырă кĕртнине курать те, çĕнĕ пурнăç çыннисене мухтав сăмахĕсем нумай каласа
хăварать.
1960 çулхи пĕр эпизода манаймастăп. Астăватăр пуль: малтан июнĕн
10-мĕшĕчченех сивĕ тăчĕ, кайран шăрăх çунтарма тытăнчĕ, çĕр хытса ларчĕ, çурăлса
пĕтрĕ, ара, çур аки хыççăн пĕр тумлам та çумăр ÿкмерĕ. Июлĕн 18-мĕшĕнче вара...
Аçа çапнă саспа вăранса кайрăмăр. Тух та – пăр шăпăртаттарать, тăвăл алхасать!
Çынсен пĕрлĕхĕпе вăй-хăвачĕ çакнашкал йывăр самантра çивĕч палăрать. Пирĕн
халăх тем авăкра пĕр çĕре пуçтарăнчĕ. Пĕри кĕреçе, тепри кĕрепле, виççĕмĕшĕ
сенĕк йăтнă! Кар! хускалса, пурте тырпула пылчăкран тасатма, «ура çине тăратма»
тухрăмăр. Ĕмĕрне те манаймăп эп фронтри пек çав çĕрпе ире. Халăхпа хал çĕкленет,
халăхпа теме те çĕнтеретĕн! Алă уснă пулсан, паллах ĕнтĕ, çав çулхине гектартан
18 центнер тырă, 1116 центнер кукуруза, 140 центнер çĕрулми илейместĕмĕр.
Пылчăкпа тăвăл витĕр тухса çăкăрлă пултăмăр...
А.Ф.Доманин ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн кĕнекине кĕртнĕ. Вун
пилĕк çул ячĕ-сумĕпе Совет Союзĕн анлăшне тухса чап илнĕ хуçалăха ертсе пычĕ
(1961–1976). Вăрçăран вăл виçĕ орденпа, Çĕнтерÿçĕ-паттăр ячĕпе таврăннă. Унăн
кăкăрне вунă орден, çирĕм медаль илемлетнĕ. Ленин орденĕсемех тăваттăччĕ. Халăх
çине ытларах пĕринпе тухатчĕ. Çав тери лăпкă та сăпайлă çынччĕ. Патшалăхăн чи
аслă наградине тивĕçнĕ коллективпа пурăнатăп тесшĕн пулнă ĕнтĕ...
М.ВАСИЛЬЕВ.