06 ноября 2013 г.
Пĕррехинче манăн учительсем умĕнче уçă урок ирттермеллеччĕ. Тăрăшсах хатĕрлентĕм. Ачасем те тăрăшуллăскерсем: М. Бычков, Н. Никифорова, Е. Петров, Л. Дмитриев, Г. Фадеева, С. Волков, П.Прокопьев... Доска çине юман вулли ÿкертĕм те унăн паллисене ачасем калаççĕ: ватă, авалхи, лаштра, вăрманти, çулçăллă, туратлă, лăсăллă. Паллисене çыратăп та чăнах та лаштра юман пулса тăчĕ. Акă вара мĕн вăл паллă ячĕ пулнине ачасем хăйсем тупрĕç. Япалине калатпăр та унăн паллисене тупатпăр, паллисене калатпăр та япалине тупатпăр. Унтан синонимсемпе ĕçлетпĕр. Урок хыççăн сÿтсе явнă чухне шкул директорĕ калать:
– Çын çухалсан милицире унăн паллисемпе тупаççĕ. Паллă ячĕсене вĕрентнĕ чухне çав милиционерсем пек япаласен паллисене пĕлмелле. Çавăн пек турĕ Мария Яковлевна.
Таврари шкулсенчен учительсем килеççĕ-и, завучсен е директорсен канашлăвĕсем пулаççĕ-и – пур чухне те мана уçă урок ирттерме хушатчĕç.
10-мĕш класра Александр Артемьевăн пултарулăхĕпе паллашмалла. «Симĕс ылтăн» кĕнекине вулама хушрăм. Кĕтнĕ кун çитрĕ. Класĕ пысăк, 30 вĕренекен. Урок итлеме пынă директорсем, роно инспекторĕсем валли партăсем хыçне пукансем лартрăмăр. Хумханатăп, паллах. А. Артемьев – манăн юратнă писательсенчен пĕри. Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, вăл чĕлхе пуянлăхĕпе мĕнле усă курни çинчен калатăп, ачасем паллăрах вырăнсене çырса пыраççĕ. Унтан «Симĕс ылтăн» повеçе сÿтсе явма пуçларăмăр. Ачасем панă ыйтусем çине туллин хуравлаççĕ.
Ытарайми чăваш ялĕсем. Çырма-çатраллă, йăмраллă. Пĕвепе шурă кĕпе тăхăннă хĕр килет. «Тĕрĕс турĕ-и Нина, чăваш хĕрĕ, йывăр туйăмсемлĕ каччă патне хăй пырса;» – тетĕп. Манăн сăмахсем вĕренекенсене çеç мар, итлекенсене те хумхантарчĕç. Кÿстÿмĕр шкулĕн директорĕ çĕкленчĕ те ыйтать: «Çавăн пекех интереслĕ-и вара ку кĕнеке; «Салампине» вуланă-ха, «Симĕс ылтăнне» вара вуламан, эппин, хамăн та вуламаллах...»,– тет.
Тепĕр кунне Ира Амакова, Альбина Семенова, Ирина Никифорова коридорта тĕл пулчĕç:
– Мĕн калаçрĕç урок пирки директорсем; – теççĕ.
– Пĕлместĕп-ха, мана сÿтсе явнă çĕре чĕнмен.
– Эй, вĕсем хăть те мĕн калаччăр, пире урокĕ питĕ килĕшрĕ, – терĕç вара.
Тепрехинче С.В. Федорова калать: «Роно совечĕ пулмалла, районта чăваш чĕлхипе литературине мĕнле вĕрентнине пăхса тухаççĕ. Манăн хамăр шкулти çинчен каласа памалла. Çырса пар-ха мана та». Роно канашĕ хыççăн Светлана Владимировна калать:
– Эпĕ хам пĕлнĕ пек каласа патăм. Çавăн пек лайăх ĕçлекен учительсем те пур-и вара сирĕн; – ыйтаççĕ манран учительсем,
Ăшă сăмах савăнтарать, ĕçлес кăмăла çĕклет.
Литература эрнисем, писательсемпе поэтсен юбилейĕсем, календарлă кунсен уявĕсем, олимпиадăсем, районта иртекен уявсем – пурте, пурте ачасен вĕренес кăмăлне çĕклеççĕ.
Акă, районта олимпиада иртет. Литература секцийĕн ертуçи мана хăйпе пĕрле хăш-пĕр ĕçсене тĕрĕслеме чĕнет. Тепĕр темиçе кунтан «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра чылай пысăк статья пичетленсе тухрĕ. Мăн Явăш шкулĕн вĕренекенĕсем районта пĕрремĕш вырăна тухнă. Республика олимпиадине те хутшăнтăмăр.
Ачасен тавра курăмне аталантарас енĕпе шкул музейĕ пысăк вырăн йышăнать. Пĕррехинче И.Я.Яковлевăн аса илĕвĕсене пăхкаласа ларатăп. Куç тĕлне вăл Мăн Явăш шкулне уçассишĕн Хусан архиепископĕ патне çыру çырни курăнах кайрĕ. Халĕ вара Хусантан килнĕ çыру – музей экспоначĕ. Çыру çырасси кирек камшăн та йывăр иккен: Иван Яковлевлевич çырăва темиçе хут якатнă, турта-турта тĕрĕсленĕ.
Уçă уроксене музейре ирттереттĕм.
М.ЯКОВЛЕВА,
халăх çутĕçĕн отличникĕ.