06 ноября 2013 г.
Юратуран пуçланать... Мĕн вăл; Тĕрĕс, шкул. Кирек хăш вăхăтра та шкул пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк пулнă. Документсем ĕнентернĕ тăрăх, Мăн Явăш çыннисем Хусан кĕпĕрнинчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ Иван Яковлевич Яковлев патне шкул уçма шутлани çинчен пĕлтерсе хăйсене çак ĕçре пулăшма ыйтса çыру çырни паллă.
– Иван Яковлевич вара 1887 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче Хусанти Павел архиепископ патне Мăн Явăшра пĕр класлă училище уçма ыйтса çапла çырнă: «Етĕрне уесĕнчи Кĕçĕн Кипек вулăс правленийĕ Сăкăт чиркÿ прихутне кĕрекен Мăн Явăшри хресченсен обществи Мăн Явăшра çутĕç министерствин пĕр класлă училищине уçма ыйтса çырнă хута ман пата çитерчĕ. Çавăнпа та эпĕ, ун пирки Хусан вĕренÿ округĕн попечителĕ умĕнче ыйту хускатиччен, эсир Мăн Явăшра пĕр класлă училище уçасси пирки мĕн шутлани çинчен пĕлтерме ыйтатăп. Унта чиркÿ прихут шкулне уçма шутламаççĕ-и; Эпĕ вара çак аякри чăваш ялĕнче пĕр класлă училище уçма кирлех тесе шутлатăп»,– тенĕ. Çакă та паллă: чиркÿ çыннисем халăха шкул уçса пама васкаман. Тиексем хура халăха ăс ним тума та кирлĕ мар тесе шутланă. Чиркÿ обществи Мăн Явăш ялĕнче пĕр класлă училище уçма чарса тăнă. Тепĕр ултă çултан тин ку ялта чиркÿ прихут шкулне уçма ирĕк панă, анчах çурт тума пулăшу пулман. Шкул 1893 çулта ĕçлеме пуçланă. Вăл Сăкăт чиркÿ прихут пупне пăхăнса тăнă. Малтан Аврам Иванович пÿртĕнче вĕрентнĕ.
Халь ĕнтĕ Иван Яковлевич пилленĕ шкулăн историне эпир тĕплĕн çырса хатĕрленĕ. Кĕнеке те кăлартăмăр.
1941 çулта арçын учительсем пурте фронта тухса кайнă. А.Е.Ефимов, Ф.Н. Николаев, П.А.Орлов, А.В.Варламов, Л.Е.Егоров çапăçу хирĕнчен таврăнайман. Шкул пурнăçĕн историйĕнче вĕсен ячĕсем яланлăха ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă. Мăн Явăшри шкулта вĕренсе воспитани илнĕ 350 çын Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, 200-ĕн ытла яла таврăнайман.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче шкул сăн-сăпатне çĕнетсе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Акаци тĕмĕсем лартса аллейăсем тунă. Биологи учителĕ Г.З.Захаров ертсе пынипе сад ĕрчетнĕ: хурлăхан, крыжовник, хăмла çырли тĕмĕсем, улмуççипе чие йывăççисем лартнă.
1955 çултан 1986 çулччен директорта пĕр улшăнмасăр Никон Андреевич Андреев ĕçлерĕ. 1959 çулта кивĕ çурта пăсса юсаса çĕнĕрен икĕ класлă, тăватă класлă уйрăм çуртсем тунă. 1972 çулта кирпĕчрен 100 ача вырнаçмалăх столовăй купаланă. 1976 çулта кирпĕчрен 20 ача вырнаçмалăх интернат çурчĕ тата учительсен çемйисене пурăнмалли икĕ хваттерлĕ пÿрт лартнă. Çав çулах шкулăн çĕнĕ никĕсне хывнă. Икĕ хутлă тунă. Кунта столовăй та, спортзал та пур. 1980–1981 вĕренÿ çулне çĕнĕ çуртра тытăнтăмăр. Ачасен шучĕ 430 çитнĕччĕ. Паянхи кун 16 учительтен пиллĕкĕшĕ çак шкултах пĕлÿ илнĕ. Эпĕ те çак шкултах вĕреннĕ.
Кирек хăш саманара та Явăш учителĕн çынна хисеплесси, юратасси, унпа ăшпиллĕн калаçасси шутсăр пысăк пулнă. Çавăнпа-тăр çак шкултан тĕрлĕ енлĕ аталаннă, пултаруллă та маттур, хастар та тарават, хисепе тивĕçлĕ çĕршер çын вĕренсе тухса пурнăç çулĕпе утнă. Çак шкул карапĕ вуншар учитель, чылай врач, çар çынни, юрăç, тава тивĕçлĕ ял ĕçченĕ хатĕрленĕ. Вĕсен хушшинче наукăна парăннă Леонид Таймасов, чăвашсен паллă поэчĕ Алексей Воробьев, эстрада çăлтăрĕсем Стас Владимировпа Маргарита Туринге, «Байконурта» космос карапĕсем вĕçтерсе янă çĕрте ĕçленĕ Эрик Васильев полковник, шыв айĕн атом вăйĕпе ишекен карапăн çар инженерĕ Петр Антонов, Чечняри çар госпиталĕнче ĕçленĕ медицина сестри Елена Дергачева, Геннадий Тихонов летчик-штурман, Валерий Павловпа Николай Аршуткин врачсем...
Паянхи директор, Надежда Петровна, тăваттăмĕш çул ертсе пырать туслă коллектива. Вăл çак шкултах вĕреннĕ. Çичĕ çул директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса вăй хунă. Ачасем ăслă та пултаруллă, тарăн пĕлÿллĕ çынсем пуласса шанса вăй хурать. Мал ĕмĕтлĕ пирĕн коллектив.
З.Казакова