06 ноября 2013 г.
– Учительсен коллективĕпе виçĕ Явăш халăхĕшĕн ку çулсенчи пархатарлăрах пулăм – ытти тавралăхра катăлса-хупăнса пынă вăхăтра вăтам шкул статусне сыхласа хăвартăмăр.
Иртнĕ çул 1,5 миллион тенкĕ шайĕпе пуянлантăмăр: ку шутра – автобус, спорт хатĕрĕсем, çĕнĕ компьютерсем, çĕнĕ учебниксем т.ыт.те. Кăçал столовăй валли 700 пин тенкĕлĕх паха оборудовани, сĕтел-пукан туяннă, пищеблокра электрооборудование улăштарнă. Шкулта тĕп юсав программипе 2 миллион та 398 пин те 800 тенкĕ пĕтертĕмĕр. Çу каçичченех çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлентĕмĕр. Ку ĕнтĕ çĕнĕлĕх мар: Интернета тухатпăр, хамăрăн сайт пур. Вĕренекенсен хăй тытăмлăх йĕрки çирĕпленчĕ. Вун пилĕк педагог йышĕнче аслă преподаватель те, РФ Президенчĕн грантне тивĕçни те пур, тăваттăн аслă квалификаци категорийĕпе, вуннăн пĕрремĕш категорипе ĕçлеççĕ. А.М.Фоминан вĕрентÿри мел-меслет пуянлăхĕсем анлă. С.В.Фомина аталанăва тĕпе хурса ĕçлеме пĕлет, урокĕсенче ÿнер хайлавĕсемпе, музыкăпа усă курма хăнăхнă. Светлана Вениаминовна районти «Самый классный классный» конкурс призерĕ. Н.В.Самарова акăлчан чĕлхине хамăрăн тăван чĕлхене юратнă пекех юратса вĕрентет. М.И.Петрова воспитанникĕсем биологи, экологи темисемпе районти олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ.
«Пултаруллă ачасем» программăпа çуллен наукăпа практика конфренецийĕсем ирттеретпĕр. Ачасене çапла тĕпчев ĕçĕсене явăçтаратпăр. Тăван тавралăх кун-çулне, шкул историне çыратпăр, атте-аннесен йăх тымарне тишкеретпĕр. Пĕтĕмлетĕве тивĕçнĕ хăш-пĕр темăсем: «Йывăç Чăваш енĕн ĕмĕрĕнче», «Шкул сăн-сăпачĕ», «Чăваш апат-çимĕçĕ», «Математика тата пирĕн тĕнче курăм». Артур Павлов, Алена Федорова, Елена Трофимова, Олеся Иванова, Маргарита Никифорова республикăра наука конференцинче те мала тухрĕç.
2005 çултанпа «Тĕнче уçлăхĕ чĕнет» программăпа ĕçлетпĕр. Ертÿçи – директор çумĕ А.В.Павлова. Çитĕнекен космонавтсен «Сириус» отрячĕ çинчен халĕ районĕпех пĕлеççĕ. Вăл республикăра та малтисен ретĕнче – 2010 çулта «Чи лайăххи» ята тивĕçрĕ. Ăна Вĕренÿ министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç.
Çарпа Çĕнтерÿ кунĕн праçникĕсене чаплă ирттеретпĕр. Шкулта хисеплĕ вырăнта Çĕнтерÿ ялавĕн тĕслĕхне упратпăр. Малашне те çĕнтерÿллĕ ĕçлесчĕ, ÿсĕмлĕн малалла утасчĕ.
Н.Федорова.