06 ноября 2013 г.
Комсомол тĕнчери чи йышлă-массăллă организаци пулнă. Унăн юбилейлă 95 çулне районта, республикăра, пĕтĕм Раççейре паллă тăваççĕ. Мероприятисем чĕрĕк ĕмĕр каялла Совет Союзĕ тенĕ çĕршыв анлăшĕнче малалла пыраççĕ. Вăрнарсем хăйсен совет саманинчи çамрăклăхне асилсе чыслама октябрĕн 29-мĕшĕнче районти Культура çуртне пухăнчĕç. Салам сăмахĕпе уяв тĕпелне малтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Г.Николаев тухрĕ. Вăл ВЛКСМ Вăрнар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă, праçнике комсомол наградисемпе çитнĕ. Райком аппаратĕнче ĕçлесе курнисем тата актив ку мероприятие хатĕрлесе ирттерме хастар хутшăннă. Çав шутра тĕллĕн палăртма тивĕçлисем: Ю.А.Никифоров, Е.А.Захаров, Г.И.Степанов, В.А.Александров, В.А.Федоров, М.Г.Кузьмин, П.А.Казаков, Е.Н.Горбунова, В.А.Михайлов, Е.Г.Матвеева, Л.А.Бойкова, А.Ю.Быков.
Йăх-ăрусен кунашкал тĕл пулăвне тахçантанпах курманччĕ. Хальхинче вара шкул ачи те, туя çинчи карчăк-старик те пĕрле. Ветерансен хорĕпе пĕрле уявăн хăйне евĕрлĕ тĕслĕ те чунлă концертне «Телеюрăпа» патриотла юрăсен лауреачĕ Клара Осокина (Аçăмçырминчен, Шупашкарти юрăпа ташă ансамблĕн солисчĕ), ку урăх Осокина (Вăрнартан), Мăн Явăшри, Туçи Çармăсри, Хапăсри, Калининăри шкулсенчен, Вăрнарти профтехучилищĕрен, Вăрнарти Пултарулăх çуртĕнчен килнĕ коллективсем илемлетрĕç. Комсомолăн чĕрĕ кун-çулне правительствăн, унăн кăкăрĕ çинчи наградисем урлă, вĕсемшĕн Вăрнар ен мĕнле пай-тÿпе хывнине фотодокументсемпе экран çинче сăнланă тăрăх кăтартнă. Пĕрремĕшĕ – Хĕрлĕ Ялав орденĕ (1928 çулхи февраль) Раççее интервентсенчен тасатнăшăн. Иккĕмĕшĕ – Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ (1931 çулхи январь) пирвайхи 5 çуллăхри ударлă çитĕнÿсемшĕн. Вăрнарта промышленноç аталанать, тинтерех йĕркеленнĕ район колхозлă ура çине тăрать, хут пĕлменлĕхрен хăтăлать. 1945 çулхи мартра Вăрнар районне ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавĕпе чыслаççĕ, Аслă вăрçă хыççăн çав ялава ĕмĕрлĕхе пирĕн районта упрама хăвараççĕ. Умлăн-хыçлăн панă Ленин орденĕсем (1948 çулхи октябрь, 1954 çулхи июнь) – Тăван çĕршыв умĕнчи ĕçри тата вăрçăри тава тивĕçлĕ çĕнтерÿсемшĕн. 1956 çулхи виççĕмĕш Ленин орденĕ – çерем çĕрсем уçса тырпул тунă паттăрлăхшăн. Вăрнар хĕр-упраçĕпе яш-кĕрĕмне Казахстанри çеремсенче пысăк хастарлăхпа палăрмашкăн Анатолий Малов хавхалантарни курăнать. Улттăмĕшне – Октябрьти Революци орденне ВЛКСМ юбилей ячĕпе (50 çулĕ) 1968 çулхи октябрьте тивĕçет. Унчченхи Паттăрлăх çулĕ çинче: Граждан вăрçи вăхăтĕнчи Волхов ГЭСĕ, Магнитогорскри «Комсомольская» домна кăмаки, 1-мĕш 5 çуллăхра хута янă 1500 хăватлă предприяти, ВЛКСМ шефа илнĕ Кузнецкстрой, Метрострой, Братск, Кременчуг, Днепродзержинск ГЭСĕсем, атом электростанцийĕсем, Темиртау металлурги комбиначĕ, БАМ, КамАЗ, Атоммаш, Саян-Шуша ГЭСĕ, «Артек», «Орленок»... Шел, паллах, юлашки 20 çулта пĕр БАМ та, пĕр ДнепроГЭС та çук... Нефтьпе газ пĕтĕмĕшпе Совет саманинче тупса уçнă шăтăксенчен сирпĕнет...
Вăрнарпа Нурăс тăрăхĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине комсомолецсем икçĕрĕн ытла хăйсен ирĕкĕпе кайнă. Фронтра Хĕрлĕ Çартан 2 миллион комсомолец, партизансемпе пĕрле 11 миллион яш-кĕрĕм çапăçнă, 3,5 миллион çамрăк воин патшалăх наградисене тивĕç пулнă. Совет Союзĕн 11635 Геройĕнчен 7 пинĕ ытла – комсомолецсем.
Комсомол юбилейĕ ячĕпе конкурссем пуласси çинчен хаçатра октябрь пуçламăшĕнче пĕлтернĕччĕ. Çĕнтерÿçĕсене уяв каçĕнче наградăларĕç. Вĕсенчен пĕри – Мăн Явăшри вăтам шкулта вĕренекен Игорь Гурьев. Комсомолăн шкулти пĕрлешĕвне епле чăмăртанине çырса кăтартнă. «Комсомол – манăн шăпам» тенĕ хăйĕн ĕçне Хурăнсур Çармăсри ветеран Николай Григорьевич Феофанов. Питĕ интереслĕ альбом, кĕнекене кĕмеллискер. Вăрнарти пĕрремĕш вăтам шкулти Галинăпа (6-мĕш «б» класс) Валентина (5-мĕш «б» класс) Тикиневăсем тăратнă ĕç те çав шайри, ăна фотосемпе те, чĕрĕ сасăпа та пуянлатнă. Комсомолăн районти кĕнекине ăсталама пĕр-пĕр çын тупăнсан аван пулмалла. Тĕл пулу каçĕнче ÿкернĕ фильмĕпе Петр Константинович Михайлов та пулăшма пултарĕ.
Клуба тухса утиччен эп те пиншак çине ВЛКСМ значокне, Пионерсен Пĕтĕм Союзри Тĕп Канашĕ «Активлă ĕçшĕн» тесе панă значока тиртĕм. Юлашкинчен пĕтĕм зал-аудиторипе хаваслăн шăрантарнă «Комсомолтан уйрăлмастăп!» текен юрра юрлама сассăм çук пулсан та хутшăнтăм.
М.ВАСИЛЬЕВ.