28 октября 2013 г.
Пăваялĕнчи çамрăксем хăйсен пухăвне çырмара ирттернĕ, комсомол ячейки йĕркеленĕ. Ку йышра пĕр тăван Ярковсем – Гаврилпа Федор, Аполлон Федоров, Борис Васильев, Ефим Волков, Григорий Васильев, Алексей Алгашев пĕрремĕшсем пулнă. 1930 çулта «Хĕрлĕ октябрь» ятпа колхоз чăмăртама вăй хунă.
Комсомолецсем ялйыша çĕршыври лару-тăрăва ăнлантарнă, çырма, шутлама, вулама вĕрентнĕ. Çакă халăха 1941–1945 çулсенчи вăрçа кĕме тĕрĕс хатĕрленĕ. Вăрçă çулĕсенче колхозниксем кунне-çĕрне пăхмасăр фронта ăшă тумтир, апат-çимĕç, хĕç-пăшал тăратнă.
Борис Васильевич Васильев компартин Элĕк тата Тăвай районĕсенчи организацийĕсене ертсе пынă, республикăра НКВД пуçлăхĕн çумĕ пулнă. Вăрçă çулĕсенче Арзамасра çар завочĕн директорĕнче ĕçленĕ. Аполлон Федорович Федоров – «Канаш», «Коммунар», «Хĕрлĕ ялав» хаçатсенче тăрăшнă, КГБ оперативлă ĕçченĕ пулнă. Ефим Никифорович Волков Вăрнар район хаçатне виçĕ ăстрăмпа редакторта 13 çул хушши ертсе пычĕ. Алексей Иванович Алгашев, аслă пĕлÿллĕ врач, вăрçа иккĕмĕш хут хутшăннă. Гаврил Семеновичпа Федор Семенович Ярковсем пĕри Чăваш кĕнеке издательствинче, тепри Вăрнарти ИПС-ра директорта ĕçленĕ. Григорий Васильевич Васильев Пăваялĕнчи пуçламăш шкулта çĕр-çĕр ачана Тăван çĕр-шыва, атте-аннене, халăха, çут çанталăка, йывăç-курăка, Хĕрлĕ Ялавпа Хĕрлĕ Галстука, кĕнекене, Çурлапа Мăлатука юратма, хисеплеме вĕрентнĕ. Ачасене ăслă-тăнлă тăвас тесе питĕ тăрăшатчĕ, тĕрлĕ вăйăсем выляттаратчĕ. Вăл вăрçăран сылтăм алăсăр таврăннă, сулахаййипе питĕ хитре çыратчĕ – халĕ ун пек шăрçалакана тупаяс та çук. Пире вăрмана, Çавал хĕррине – Мăн Явăш леш енне илсе çÿретчĕ. Каллĕ-маллĕ 20 çухрăм ытла утнă, 4-мĕш класра Вăрнара килтĕмĕр, типографире пултăмăр, «Социализм çулĕпе» хаçата пичетленине куртăмăр, ИПС-ра чăх-чĕп кĕшĕлтетĕвне пăхса савăнтăмăр. 30 çухрăм çаврăнсан та ывăннă темен.
Пĕрре çапла 1962 çулхи март уйăхĕнче мана урок хыççăн юлма хушрĕ. Унăн пысăках мар шкафĕнче пĕр 100 кĕнеке пурччĕ. Эпир вĕсене черетпе вулаттăмăр.
– Çак кĕнекесене çунтарса ямалла теççĕ. Çавăнпа эпĕ вĕсене киле илсе каятăп,– хаш! сывларĕ учитель, хăшпĕр çыхă çине кăтартса. Çыхăра Сталин кĕнекисем пулнă-мĕн.
– Ухмахсем! Сталинсăр пурте чурана тухаттăмăр. Сталин тĕнчене фашизмран çăлчĕ,– ятлаçать Григорий Васильевич.
Пирĕн ялта партипе комсомол ĕçне парăннă çынсем нумай пулнă. Уйрăмах Алексей Яковлевич Яковлева, Валериан Гаврилович Казакова аса илетĕп. Питĕ хастарччĕ. 70–80-мĕш çулсенче Римма Васильевна Васильева Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта, Вăрнар райкомĕнче комсомол ĕçченĕ пулчĕ. Владислав Гурьевич Тимофеев Ленинградра комсомолăн пысăк организацине ертсе пынă (йышпа 3000 ытла). Çавăнтах партком секретарĕ те пулнă. Николай Константинович Григорьев Шупашкарти трактор тăвакан заводра комсомол организацийĕн секретарĕччĕ. Хăй ирĕкĕпе Чернобыльти аварие путлантарма васкарĕ.
Çур ĕмĕрĕн çулĕсенче комсомол питĕ активлăччĕ. 1968 çул пуçламăшĕнче «Ростсельмаш» завод тырă выракан СК-3, СК-4 комбайнсене комсомол юбилейне халалланăччĕ. Май уйăхĕн вĕçĕнче «50 лет ВЛКСМ» комбайн «Большевик» колхоза та тивĕçрĕ. Ăна питĕ пултаруллă алла пачĕç – Герман Иванович Иванова шанчĕç, пулăшаканĕ шучĕпе мана çирĕплетрĕç. Тыр-пул ăннăччĕ çав: «Мироновская-808» сортлă тулă гектартан 40 центнер тухрĕ. Кĕлете кĕнĕ виçепе, хальхилле бункер виçипе, калаçман. Комплекслă 1-мĕш бригадăра, Пăваялĕнче, 3 комбайнпа выраттăмăр. Нихăш çул та пĕр пĕрчĕ тырă та, пĕр çĕр улми те уйра хăварман, юр айне яман. Çĕр улмине кашни çул 50 гектартан кая мар лартнă. Алă вĕççĕн пĕр эрнере кăларса пĕтернĕ. Тепĕр эрнинче патшалăха сутса плана тултарнă. Буртсене вырнаçтарса хĕл каçараттăмăр. Кăшман, кантăр, купăста нумай туса сутнă.
Октябрь уйăхĕнче вăрлăхлăх люцернăпа вика çапса илтĕмĕр. Çак ĕçсене вĕçленĕ май Анатолий Александрович Алгашев пуçарнипе комсомол юбилейне парне кÿрес терĕмĕр. Ката тăвайккинче (шак чуллă вăл, çĕпре амăш чулĕ, тетчĕç) сад ĕрчетме шутларăмăр. Пĕтĕм яш-кĕрĕмпе пĕрле хуларан килнисем те тухрĕç. Колхозăн тĕп агрономĕ Данил Николаевич Чернов кăтартса-вĕрентсе пычĕ, ĕçе икĕ кунта вĕçлерĕмĕр.Сад чылай пысăкланчĕ, ытларах улмуççисем лартрăмăр.Сачĕ çаплах пур-ха, сывах, анчах ăна пăхакан çук. Чĕр мăшкăл палăкĕ пек ларать.
Сад лартма пире 6-мĕш класранах явăçтарнă. Çĕн Кипек ялĕ хыçĕнче (çурçĕр енче) пысăк лаптăкра улмуççисем лартса хăвартăмăр. 1964 çулта Калинино–Канаш шоссе айккипе Пăваяль енне алă вĕççĕн çулçăллă тĕрлĕ йывăçсем лартрăмăр. Класс ертÿçисем – Анна Николаевна Яковлева, Анатолий Миронович Миронов. Халĕ çак йывăçсем вăрманти пек кашлаççĕ.
3–4-мĕш классенче чухнех колхозра хăмла татнă, шкул пахчинче чакаланнă. 8–10-мĕш классем йĕтем çинче 30-ăн çу каçипех ĕçлеттĕмĕр. Пĕр никам та нăйкăшман. Атте-аннесем савăннă, мăннисем пире мухтанă.
Ак ĕнтĕ, октябрĕн 29-мĕшĕнче, комсомол çуралнăранпа 95 çул çитет. Мĕнпур çамрăк йыша ĕлĕкхиллех хăюллă та ĕçчен пулма чĕнсе калас килет. Хăвăр чăмăртанма пĕлсен, эпир сире яланах пулăшма хатĕр. Халăха юратăр. Тăван çĕршыва кирлĕ çын пулăр.
Алексей АНТОНОВ,
комсомолăн пилĕк çуллăхсен паллисемпе наградăланă ветеранĕ.