28 октября 2013 г.
Çынсен е çынсен ушкăнĕсен тивĕçлĕхне, национальноçне, тĕн ĕненĕвне кура хурлани тата вĕсем хушшинче хирĕçÿ кăларма хĕтĕртни те саккуна пăсни шутланать, суд умĕнче явап тытма тивет. Çакăн пек преступлени тунăшăн районсем хушшинчи Çĕрпÿри следстви пайĕ 20-ри çамрăк тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Следовательсем палăртнă тăрăх, вăл Интернетра хăйĕн компьютерĕ урлă нацисем хушшинче хирĕçÿ кăларма пултаракан информацие ирĕклĕнех сарнă.
Судпа психиатри экспертизин пĕтĕмлетĕвĕ çакнашкал: преступление пурнăçланă вăхăтра çамрăк, ăс-тăн енчен чирлине кура, хăйĕн ĕçĕ обществăшăн хăрушлăх кăларнине ăнланма пултарайман.
Следовательсем уголовлă ĕçе суда ярса панă, çамрăка ирĕксĕрлесе сипленме яма йышăну кăларма ыйтнă.
И.ПЕТРОВА.